25 мая 2011 г.
Тăрăн ял поселенийĕнче çĕнĕ хуçа пĕлтĕр суйлавччен маларахах, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче улшăнчĕ. Поселени депутачĕсем К.Михеева халăхпа ĕçлеме шаннă. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ хăй тытăмлăх органĕн суйлавĕ хыççăн Константин Федоровича халăх тепĕр тапхăр ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма официаллă шанчĕ. Шаннă ĕçе вара пурнăçласах пулать.
–Хамăн ĕç стажне эпĕ салтака кайичченех Патăрьелĕнчи совхозра пуçланă. Кайран кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вунпĕр çул ытла сутуçăра ĕçлерĕм. Пурнăç шăпи Треньелĕнчи кирпĕч заводне те илсе çитерчĕ. Ун хыççăн казначействăра хурал начальникĕнче тăрăшрăм... Муниципалитет ыйтăвĕсемпе ĕçлесси маншăн, паллах, çĕнĕлĕх. Çапах та çак системăра тарăн тымар ярса пуян опыт пухнă специалистсемпе юнашар канашласа ĕçлеме мана çăмăлрах. Ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Александровăпа Н.Тихонова специалист паян кирек кама та тĕрлĕрен ыйтупа йышăнма пултараççĕ, –калаçăва пуçларĕ К.Михеев вырăнти администраци ĕçченĕсемпе паллаштарнă май.
Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлес, вĕсен ыйтăвĕсене татса парас тесен администрацин чăн малтанах çирĕп ĕç планĕ, ун тавра тăрăшакан шанчăклă çынсем пулмалла. Ку тĕлĕшпе Тăрăн ял поселени-йĕнче ĕçе начар мар йĕркеленĕ. Чăн малтанах мĕн пур ĕçе татса панă çĕрте “халăх тарçисен” шанчăклă ушкăнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Треньелĕнчи В.Алексеева, Тăрăнти Н.Лазарев депутатсене иккĕмĕш хут вырăнти çынсем обществăлла ĕçе пурнăçлама шаннă. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи А.Смирнов депутат, район Пухăвĕн депутачĕ И.Соловьев хăйсен суйлавçисен ыйтăвне татса парассишĕн нумай тăрăшнине палăртмалла.
Вырăнти администраци çумĕнче кашни ялтах аслăрах çулхисенчен халăх хушшинче хисеп çĕнсе илнисен канашне туса хунă. Чылай ыйтусене вĕсемпе татса параççĕ.
Ял поселенинче сăваплă вырăнсене, парксене, палăксене пăхса, тирпейлесе тăрассине лайăх йĕркеленĕ. Нумай пулмасть çеç халăх вăйĕпе Кĕçĕн Патăрьелĕнчи масарта пĕчĕк пÿрт купаланă. Халĕ ăна витсе тирпейлеççĕ. Çывăх кунсенчех Треньелсем хăйсен вăйĕпе масар йĕри-тавра карта тытасшăн.
Хальхи вăхăтра вырăнсенче ялсене аталантарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул ял поселенийĕнче 1244 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртнĕ. Çамрăк çемьесене, специалистсене паракан тĕрлĕрен çăмăллăхлă программăсемпе пĕлтĕр А.Цветкова, С.Рубцова пулăшу укçине илнĕ. Кăçал ăна И.Сорокинпа Д.Ерофеев тивĕçĕç. Паянхи куна патшалăх паракан пулăшу укçипе усă курас текенсем 51 çын тĕрлĕрен черетре тăраççĕ. Çамрăк çемьесене, специалистсене, тăлăх ачасемпе ветерансене, тыл паттăрĕсене паракан çăмăллăхсене вырăнсенче туллин усă курас, ял инфраструктурине аталантарас тĕллевпе малашне те ял поселенийĕ туллин ĕçлеме тăрăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)