14 мая 2011 г.
Пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал “Исток” фирмăра 1100 гектар акма палăртнă, çу уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне ĕçе 600 гектар ытла пурнăçланă. Вăрлăхсене çĕнетнĕ, Çĕрпÿри ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнчен туяннă. Пĕрчĕллĕ культурăсене икĕ агрегат никĕсе хывать. Н.Тихоновпа А.Яковлев трактористсем иртен пуçласа каçченех хирте тăрăшаççĕ.
Сахăр кăшманне те акма тухнă. Кăçал вăл 300 гектар йышăнмалла. Çĕр пиçсе пынă май гектар çумне гектар хутшăнать. Çум курăкран çи-йĕнчех гербицид сапаççĕ.
Тракторсем мĕнле ĕçленине хирте пăхса тăма та кăмăллă. Малтан хире А.Рубцов тракторист фрезаллă культиваторпа тикĕслесе тухать. Ун хыççăн тин “колнаг” агрегатпа М.Кузьмин çĕр улми лартать. Çамрăк механизатора иккĕмĕш çул çакăн пек яваплă ĕçе шанаççĕ. Çулне кура мар тăрăшса вăй хурать: йăрансем тÿрĕ те хитре .
– Çĕр улми эпир 250 гектар лартасшăн. Вăрлăхсем çитеççĕ, “Батыревский” АХОран 50 тонна “невский” элита вăрлăх туянтăмăр. Ыттисем те, “удача”, “рамоно”, пĕрремĕш, иккĕмĕш репродукциллĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” лартнă чухнех минераллă удобрени, колорадо нăрринчен тата ытти тымар чирĕсенчен те хÿтĕлекен хими препарачĕ сапатпăр. Кайран вара çĕр улми ани çине йăран хăпартма кăна кĕреççĕ, – тет хуçалăх ертÿçи А.Илюткин. Вăл эпир пынă чухне шăпах çĕр улми лартакансем патĕнчеччĕ, ĕç мĕнле пынипе кăсăкланатчĕ.
Вăрлăха хире хранилищĕрен В.Солдатов, Д.Самакин, В.Паймин, А.Мидаков водительсем турттараççĕ. Н.Самакин, С.Афанасьев, Ю.Падисов сеяльщиксем çĕр улми мĕнле лартăннине пăхса пыраççĕ, хупланман вырăнсене тÿрех витеççĕ.
– Çанталăк лайăх тăрсан ĕçе вăраха тăсмастпăр, анчах çĕр пур çĕрте те пĕр пек пиçменни кăштах “ура” хурать. Акана кĕске вăхăтра вĕçлеме пур услови те пур пирĕн. Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те çаплах. Ĕçлекенсем хушшинче çамрăксем нумай, мана çакă питĕ савăнтарать”, – пĕлтерет А.Илюткин.
Хирте вăй хуракансене кунне икĕ хутчен поварсем пырса вĕри апат çитереççĕ. Г.Полякова аслă повар, Е.Илюткинăпа А.Падисова ĕçлекенсен кăмăлне тутлă апатпа тупма тăрăшаççĕ. Сăмах май, Галина Николаевна Полякова пĕлтĕр 2009 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе “Чи лайăх повар” ята та илме тивĕçнĕччĕ. Куллен вĕсем 100 ытла çынна апатлантараççĕ. Хуçалăхра тепĕр ырă йăла та пур: вăрлăхсене имçамлакансене куллен вĕретнĕ сĕт ĕçтереççĕ.
Иртен пуçласа каçчен, кану кунне пĕлмесĕр, ырра, лайăха шанса лартать, акать çĕр ĕçченĕ, унăн ĕмĕтленни кăçал тÿрре çеç тухтăрччĕ ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)