Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чернобыль – чĕре ыратăвĕ

27 апреля 2011 г.

Чернобыльти АЭС-ра инкек пулнăранпа 25 çул çитнине асăнса Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра “çавра сĕтел” йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Федоськина пуçтарăннисене ырлăх-сывлăх суннă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов атом электростанцийĕнчи аварие сиенсĕрлетме хутшăннă ентешсене – П. Думилина, В. Плечова, В. Кириллова, В. Сироткина – инкек пулнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальпе чысланă, райадминистраци ячĕпе пуçтарăннисене Патăрьел энциклопедийĕн 2-мĕш томне парнеленĕ.

“Çавра сĕтеле” хутшăннисене çавăн пекех Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă ра-йонĕсен пайĕн пуçлăхĕ В. Лященко, райадминстрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Г. Каллин, Патăрьелĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн директорĕ Т. Малинина, Патăрьелĕнчи тĕп библиотека директорĕ Н. Исаева саламланă.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕ Н. Ракова Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварие пĕтерме хутшăннă ентешсене халалласа хатĕрленĕ “Чтобы помнили” брошюрăна презентациленĕ, вулавăш директорĕ Н. Исаева çак кĕнекесене пурне те алăран тыттарнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика