16 апреля 2011 г.
Социализмла Ĕç Геройĕн Н. Каргинăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Республика шайĕнчи турнира кăçалхипе 5-мĕш хут йĕркеленĕ.
Ăмăртăва уçнă май спортсменсемпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. Мальцев, Раççей чемпионĕ, урхамахсен тĕнчери турнирĕсен участникĕ Н. Пыркин, СССР спорт мастерĕ С. Нягин, кире пуканĕ çĕклессипе спорт мастерĕ С. Белков, тĕнче класслă спорт мастерĕ, Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей пĕрлештернĕ командин членĕ, Ыхра Çырминче çуралса ÿснĕ Э. Тазетдинова, Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ А. Афанасьев, çавăн пекех Социализмла Ĕç Геройĕ Н. Каргин саламланă, ăнăçусем суннă.
Кĕрешÿçĕсем 12 виçе категорийĕнче тупăшнă. Хĕрÿ тытăçусенче хăйсен ушкăнĕсенче К. Арланов (Кивĕ Ахпÿрт), А. Иванов (Треньел), В. Козлов (Козловка Пăлакасси), С. Григорьев (Комсомольски районĕ), Ш. Насыров (Тутар Тимеш), А. Смирнов (Люля), М. Хусеинов (Ыхра Çырми), А. Сеприханов (Кивĕ Ахпÿрт), Р. Галимов (Елчĕк районĕ), А. Верликов (Первомайски), А. Алеевпа А. Тинюков (Патăрьел) çĕн-терÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
Командăсем хушшинче Туçа ял поселенийĕ мала тухнă. Патăрьелпе Первомайски ял поселенийĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсем, кубоксем, парнесем парса чысланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)