Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ педагог

06 апреля 2011 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас, тĕрĕс çул çине тăратас тĕлĕшпе 35 педагог вăй хурать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Иванова (ÿкерчĕкре) пирки те ырăпа кăна асăнас килет.

Мария Ивановна 1974 çулхи çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче кун çути курнă. Пĕчĕкренех учитель пулма шухăшланă. Ĕмĕтленнине пурнăçлас тĕллевпе Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет, 1994 çулта ăна лайăх паллăсемпе пĕтерет. Пĕлĕвне малалла И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче анлăлатать.

Педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăнах М.Иванова Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкула ĕçлеме вырнаçать. Малтан вожатăйра, кайран кĕçĕн классене пĕлÿ панă çĕрте тăрăшать, 2000 çулта ачасене тăван чĕлхене вĕрентме тытăнать. Мария Ивановна пĕрремĕш категориллĕ учитель. Уроксем ирттернисĕр пуçне вăл “Пирĕн пултарулăх” кружока ертсе пырать.

2010 çулта М.Иванова “Çулталăк учителĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Унăн ĕç кăтартăвĕ вĕренекенĕсенче те курăнать. Юлашки çулсенче олимпиада, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем ÿссех пыраççĕ. Акă, К.Пыркина, Д.Павлова чăваш чĕлхипе, литературипе районта ирттернĕ олимпиадăра малти вырăнсене йышăннă. К.Арланов республикăри “Хавхалану çăл ку-çĕсем” конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ.

Директор çумĕ В.Васюткина М.Иванова пирки ырăпа çеç калать, вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине, тарăн пĕлÿ парасшăн тăрăшнине, вĕрентÿре тĕрлĕ методикăпа усă курнине, мал ĕмĕтлĕ пулнине палăртать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика