Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Думилин – эстрада юррисен фестивалĕн лауреачĕ

02 апреля 2011 г.

Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен “Кĕмĕл сасă” фестиваль-конкурсĕ кăçалхипе вун иккĕмĕш хут иртнĕ. Унта хамăр республикăри яшсемпе хĕрсемсĕр пуçне Пушкăрт, Тутар Республикисенчи, Мурманск, Саратов, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчи çамрăксем те хутшăннă. Уçă саслă пикесемпе каччăсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕ-çессишĕн хĕрÿ тупăшнă.

“Кĕмĕл сасă” конкурсăн пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне пирĕн район каччи А.Думилин тивĕçнĕ. Андрей Тăрăнта çуралса ÿснĕ. Фестивальте юрă ăстисене тĕрлĕрен номинацисемпе те хакланă. Малашне юрă çыртарма “Аксар” студи хăш-пĕр çамрăка сертификат та панă. Ку чыса вара Пăлапуç Пашьелĕнчи О.Храмова тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика