Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубок хуçасенче юлнă

05 февраля 2011 г.

 

Треньелĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, нумай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ Александр Тихонович Краснова асăнса мини футбол енĕпе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Пурĕ 12 команда хутшăннă. Çавăн пекех Канаш, Комсомольски, Елчĕк районĕсен спортсменĕсем те йыхрава хапăл пулнă.

Ăмăртăва сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина (А. Краснов хĕрĕ), Тăрăн ял поселенийĕн пуçлăхĕ К. Михеев, “Исток” çĕр ĕç фирмин ертÿçин çумĕ И. Соловьев, А. Краснов ячĕллĕ шкул-сад директорĕ Т. Тямина хутшăннă, спортсменсене çитĕнÿсем суннă.

Çивĕч тĕл пулусенче Треньелсен “Темп” командине çитекенни пулман, вĕсем кубока тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта та хуçасемех – “Керамик” команда. Виççĕмĕшĕнче – Канашри “Сбербанк” команда.

Турнирăн чи лайăх спортсменĕсене те палăртса хăварнă. “Чи лайăх вылякан” ята Ю. Макаров (“Темп”), “Чи лайăх вратарь” ята Д. Иванов (“Керамик”), “Чи лайăх тапăнса вылякан” ята Д. Селиванов (“Сбербанк”), “Чи çамрăк вылякан” ята Н. Романов (“Темп”), “Чи аслă çулхи вылякан” ята Н. Нурсов (“Ветерансем”), “Универсаллă спортсмен” ята Н. Гранатский (“Сбербанк”), “Куракансен килĕштерĕвĕ” ята В. Макаров (“Темп”) тивĕçнĕ.

Ăмăрту çÿллĕ шайра ирттĕр тесе тăрăшнă çынсенчен пĕрне, Треньел чăвашне, халĕ Мускавра пурăнакан Н. Кошкина та палăртса хăвармаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика