10 июля 2010 г.
Украина çĕр-шывĕнче çуралса ÿснĕ Феня аппана мĕн сăлтавпа Тăрăнта шыраса тупнине пĕлсенех кинемей пĕр шуралса, пĕр вĕриленсе кайрĕ. Унăн кăвакарнă тути тăр-тăр чĕтрерĕ, куççуль тумламĕсем шăрçаланса пичĕ çийĕн икĕ йĕр турĕç.
– Виçĕ çул хушшинче нимĕç фашисчĕсен мăшкăлне нумай чăтрăмăр ĕнтĕ, – калаçу вĕçленнĕ евĕр тÿрех хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетрĕ 80 çула çывхаракан хĕрарăм.
Хмельницк хули çывăхĕнчи Елизаветколь ялĕнче нимĕçсем хуçаланнă вăхăтра Феня вун пĕр çулта пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл фашистсем виçĕ çул хушшинче вырăнти халăха мăшкăл кăтартнине, вĕсене асаплантарнине (çемьере 5 ачаран кĕçĕнни пулин те) питĕ лайăх ас тăвать. Пысăк хавхаланупа яла пырса кĕнĕ тăшмансем пĕр шелсĕр çынсене çемйи-çем-йипе персе вĕлернĕ, асаплантарнă, çур-чĕсене çунтарса янă... Пĕчĕк ачасене те, ваттине те шеллемен. Федосия Алексеевнăн çемйи хăйсем патне те çав тискерлĕх черечĕ çитесрен мĕн чухлĕ тăр-тăр чĕтремен-ши! Вилĕмрен хăраса кăмакана та, тĕпсакайне те кĕрсе пытаннă. Ялти çамрăксене, вăйпиттисене вăйпах машина çине тиесе таçта иле-иле кайнă. Çакнашкал шăпа вĕсен аппăшне те пырса çапнă. Виçĕ çул ун пирки пĕр хыпарсăр пурăннă вĕсем. Ăна вилнĕ тесех шутланă. Кĕтмен çĕртен палламан салтакран Дона сывă пулни çинчен çыру илсен вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Германинче тыткăнра пулнă иккен. Пĕр хуçа патĕнче сыснасем пăхнă. Кунтах хĕр ача хăйĕн пулас мăшăрĕпе Костьăпа паллашнă. Феньăсене вĕсен аппăшĕ сывă пулни çинчен шăпах вăл çырса пĕлтернĕ.
Ватă хĕрарăм вăрçă саманчĕсене, пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне аса илчĕ.
– Хмельницк хулинче çынсене мĕнле хĕнени халĕ те куç умĕнче. Малтан халран кайиччен ислетрĕç вĕсене, кайран пурне те пĕрле тем тарăнăш шăтăка ячĕç те чĕрĕллех çĕрпе хупласа хучĕç. Чунĕсем тухса кайиччен шăтăкра нумай нушаланчĕç пулĕ. Çав çĕр сийĕ темиçе кун хускалса тăчĕ.
Нимĕçсене ялтан хăваласа ярса хамăрăн салтаксем килсе кĕни те асрах. Ирпе ирех çитрĕç пирĕн яла. Йывăр суранлисем лаша ураписем çинче. Салтаксем вĕрсе каламалли кĕвĕ инструменчĕсемпе сас парса утаççĕ. Вĕсем пурте пирĕн сад пахчине вырнаçрĕç. Хăйсем выçă, таса мар. Урисем пиçсе, какайланса кайнă...
Выçă тенĕрен, эпир вăл нушана нумай чăтса ирттернĕ. Хырăма мăян вăррипе, çĕрнĕ çĕр улмипе сахал мар улталанă. Инвалид аттепе хутаç çакса çăкăр татăкĕ ыйтса çÿреттĕмĕр. Нимĕн те çук чухне курак тытса шÿрпе пĕçернĕ. Никамăн та выçăхса вилес килмест-çке, – терĕ те Феня аппа калаçăва малашнехи пурнăçĕ çине куçарчĕ.
Вăрçă хыççăн та шурă кулач çисех ÿсмен вăл. Пурнăçĕ йывăррине пулах вулама-çырма та лайăх вĕренеймен. 15-16 çултах фермăна вырнаçнă. Кунта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн юлташ хĕрĕпе Донбаса ĕçлеме кайнă, больницăра кухня работникĕ пулса ĕçленĕ. Çакăнта ĕçленĕ чухне Феня хăйĕн шăпине чăваш каччипе çыхăнтарнă, Тăрăн ачипе Ваньăпа паллашнă, каярахпа çемье çавăрнă. Аллă çул ытла ĕнтĕ Украина хĕрĕ пирĕн район кинĕ пулни. Мăшăрĕпе тăватă ача çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Ф. Илеменова паян ултă мăнукĕпе çеç мар, мăнукĕн пилĕк ачипе те савăнать. Çывăх вăхăтрах пĕрле пурăнакан Вова мăнукĕпе Наташа кинĕ тепĕр “çĕнĕ кайăк” илсе килĕç. Çемье савăнăçне пайлама вара Феня аппа яланах хавас.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)