11 июня 2010 г.
Июнĕн 2-мĕшĕнче Анатолий Сорокин протоиерей пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни хĕрĕх кун çитнине асăнса Тăрăн чиркĕвĕнче аслă кĕлĕ (литурги) ирттерчĕç. Ăна чиркÿ настоятелĕ Серафим игумен ертсе пычĕ. Ун хыççăн чиркĕве пухăннă священниксемпе ĕненекенсем Анатолий аттен вил тăпри çинче асăну кĕлли (панихида) турĕç. Панихидăна Çĕнĕ Шупашкарти таса Владимир ячĕллĕ собор настоятелĕ, богослови кандидачĕ, 82 çулхи Илия Карлинов протоиерей ерт-се пычĕ. Панихида вĕçленсен, ватă священник проповедь каларĕ, пухăннисем ăна пысăк тимлĕхпе итлерĕç.
Анатолий атте вил тăпри çинче мĕн каçченех çын татăлмарĕ, ăна асăнса пуç тайрĕç, çуртасем çутрĕç, кĕске панихидăсемпе кĕлĕсем ирттерчĕç. Иккĕмĕш панихидăна Шупашкарти православи тĕн училищин ректорĕ Михаил Иванов протоиерейпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă ĕненекенсемпе священниксем ирттерчĕç. Аслă Пăла Тимешĕнче иртнĕ литургипе панихидăна та Михаил атте ертсе пынă, Анатолий атте ячĕпе унта лартнă часовня çуртне те кĕлĕ туса тасатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)