28 апреля 2010 г.
Вĕрентекен çулталăкĕ пынăран Треньелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырăс литература учительници тата шкул директорĕ Т. Тямина ачасене ирĕклĕ темăпа сочинени çыртарнă. Ытларахăшĕ учитель профессийĕ çинче чарăнса тăнă
“Пĕрремĕш тата чи хакли”, “Пуласлăхри учитель”, “Вĕрентекен” ят панă вĕсене. Чылай ытарлă сăмахсемпе усă курнă ĕçсенче ачасем, вут-хĕм тапса тăракан учитель вĕрентекенре кăвайт чĕртнине палăртнă. Тĕрĕсех хаклаççĕ ачасем. Çавăнпа шкулта вĕренекенсем тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççĕ. Уроксенче çырнă сочиненисене районти, ытти конкурссене тăратаççĕ вĕсем. Çĕнтерÿçĕсен, малти 1-10-мĕш вырăнсен шутне кĕни те пур. “Русский медвежонокра” Л. Романова, Д. Гаврилов, И. Кошкина, М. Галкина диплом илнĕ.
Пермьри предмет чемпионатĕнчен С. Рубцовăпа И. Кошкина учительницăсене диплом килнĕ.
Ачасен Раççейри экологи форумĕнче М. Галкина вĕренекен (вĕрентекенĕ С. Рубцова) палăрчĕ. Раиса Сарпипе Геннадий Айхи вулавĕсен лауреачĕсем пур. “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференцине 7 ĕç тăратнă. Тĕрлĕ секцисенче ĕçлесе вĕренекенсем призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май Мускавах конкурса ĕçсем тăратнă. Ял халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырассине те шута илет педагогсен коллективĕ. Аслă ăрурисен ырă пуçарăвĕсене вырăна хурать.
Шкул сакки çине ача садĕнче çÿрекенсем ларса пыраççĕ. Çитĕнекен ăру пĕрлехи мероприятисене те хутшăнать. Унти икĕ ушкăна 40 ача çÿрет. Тăрăн, Шăнкăртам, Ыхра Çырми ялĕсенчен те килеççĕ ача садне, мероприятисем вара вырăс чĕлхипе иртеççĕ. Тутар, чăваш, вырăс ачисем пĕр-пĕринпе шакăлтатсах хутшăнаяççĕ.
55 ачашăн шкулта 12 кружок ĕçлет. П. Логунова пуçаруллă. Вăл ертсе пыни пе аэробика, ташă кружокĕсене йышлăн çÿреççĕ. Кĕçĕн тата аслă ушкăнрисемпе уйрăмшарăн занятисем иртеççĕ. Хăйсен пултарулăхĕсемпе вĕренекенсем халăх умĕнче концертра савăнтараççĕ. Тумĕсене ташăçăсем улăштарсах тăраççĕ.
Вĕренÿре виçĕ ен – учитель, шкул тата çитĕнекен ăру тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕрле тăрăшнăран çĕр-шыв пуласлăхĕ шкултах туптанать те ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)