Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десант çарĕсен аталанăвĕнче пирĕн тÿпе те пур

01 августа 2009 г.

Паянхи кун парашют никамшăн та çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ: ятне асăнсанах лайăх чухлатпăр. Паян кĕскен унăн историйĕпе паллаштарасшăн.

Паянхи кун парашют никамшăн та çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ: ятне асăнсанах лайăх чухлатпăр. Паян кĕскен унăн историйĕпе паллаштарасшăн.

1495 çулта Итали художникĕ, архитекторĕ, изобретателĕ Леонардо до Винчи «Сывлăшра япаласем вĕçни тата куçни» ятлă ĕçĕнче шăпах пĕрремĕш хут çак ыйтăва хускатать. Çавăнтан пуçланать те парашют аталанăвĕ.

Вăхăт иртнĕ май çÿлтен анса лармалли хатĕрсене çĕнетсе пынă. Франци физикĕ Ленорман парашют ятне параканни пулнă. Вырăс конструкторĕ Глеб Котельников çак конструкцие тĕпрен улăштарнă.

1927 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче М. Громов летчик-тĕрĕслевçĕ вĕçев программипе килĕшÿллĕн 1200 метр çÿллĕшĕнче штопора кĕрет, анчах унтан тухаймасть. Çавăнпа вăл парашютпа сикет. Пурнăçне çăлса хăварать. Ку чĕрĕ юлнă пĕрремĕш тĕслĕх пулнă.

1930 çулта çĕр-шывра парашют хатĕрлекен завод ĕçлеме пикенет: ПЛ-1 (парашют летчика), ПТ (парашют тренировочный) маркăллисем кăларнă.

1930 çулхи августăн 2-мĕшĕ парашютшăн чи паллă пулăм. Çак кун Воронеж çывăхĕнчи аэродромра команда янраса кайнă:

– Самолетсем çине!

Кам шутлама пултарнă шăп çак приказран Сывлăш – десант çарĕсен историйĕ пуçланасса. 12 десантник «Фарман – Голиаф» тата виçĕ çăмăл самолет çине вырнаçнă, парашютпа тĕрĕс-тĕкел сикнĕ.

Çак кун тата православи тĕнне ĕненекенсем Илия пророка асăнаççĕ. Шăпах вăл Сывлăш – десант çарĕсен хÿтĕлевçи.

1941 çулхи хăрушă кунсенче Хĕвеланăç çар округĕнче вырнаçнă десантниксем Латвире, Белоруссинче, Украинăра юнлă çапăçусене хутшăннă, Киев хулине нимĕç ир-сĕрĕсенчен хÿтĕленĕ.

4-мĕш Сывлăш – десант çар корпусĕнчи 10 пин ытла салтак тăшман тылне çĕрле анса ларни пĕрремĕш хут пулнă. Çакăн пек анлă операцие урăх нимĕнле çĕр-шыв та ирттерме пултарайман.

Десантниксем çинчен сăмах хускатсан самолетсем пирки аса илмесен вырăнлах мар. Вырăссем туса кăларнă вĕçев машинисем ют çĕр-шыврисенчен чылай лайăхрах пулнă. А. Туполев, В. Ильюшин, Н. Поликарпов ертсе пыракан конструктор бюровĕсем авиаци хăвăрт аталанса пытăр тесе нумай тăрăшнă. Пирĕн Тăрăн ялĕнчен тĕрлĕ çулсенче çар тивĕçне десантник пулса И. Самакин, П. Ибетов, А. Ялуков, И. Воробьев, В. Думилин пурнăçланă. С. Сорокин вара Чечен Республикинче паттăрлăх кăтартнă Псков десант дивизинче çар службине ирттернĕ.

Эпĕ 1962-1965 çулсенче Узбек ССР-чи Фергана хулинче десантник пултăм.

Хĕсмет вăхăтĕнче Ан-2, Ли-2, Ан-12 самолетсем çинчен парашютпа сахал мар сикнĕ. Маларах вара Патăрьел аэродромĕнче Як-12 çăмăл самолетран виçĕ хут парашютпа сикнĕччĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика