17 января 2009 г.
Вĕрентÿ процесĕнче информаципе коммуникациллĕ технологисене усă курни мана тата ĕçре çĕнĕлĕхсене кĕртме май пачĕ. Килти ĕçе тĕрĕслес вăхăт кĕскелчĕ. Ун вырăнне вĕренекенсемпе уйрăммăн хутшăнасси ÿсрĕ. Творчество ĕçĕ валли вăхăт ытларах юлать. Мультимедиа материалĕсене йăлана кĕнĕ мелсемпе хутăштарма май пулать. Ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлес шайĕ ÿсет.
Мультимедиа программине пурнăçа кĕртни вĕренекенсен творчествăлла шухăшлавне, коммуникациллĕ хатĕрсемпе ĕçлессине аталантарать. Тĕпчев ĕçне явăçаççĕ вĕсем, илнĕ информацие анлăлатаççĕ.
Урока компьютерпа пани материала интереслĕ тума пулăшать. Вĕренекенсем те ыйту хуравне çийĕнчех тупма, тестсемпе ĕçлеме пултараççĕ. Электронлă вĕренÿ пособийĕсемпе усă курни ачасен лайăхрах ас туса юлас шайне ÿстерет. Урок материалне пуянлатать. Темăна тарăннăн тишкерме пулăшать.
Шкулта уроксене çÿлерех асăннă технологипе ирттермешкĕн пурлăх бази çителĕклĕ. Мультимедиапроектор, вунă компьютер пур. Учительсем вĕсемпе ĕçлеме пĕлеççĕ. Тепĕр чухне урока урăхрах ирттерни те вырăнлă. Пĕр енли ачасене интереслентерме пăрахать. Çакна та тĕпе хуратăп вĕрентÿ ĕçĕнче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)