26 ноября 2008 г.
Иртнĕ эрнере “Энергобаланс” тулли мар яваплă обществăн “Чебоксарский” филиалĕн кăнтăр районĕсенчи контролерĕсем электричество вăрлакансене тупса палăртас тĕллевпе Тăрăнта пĕрлехи рейд йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе çак ялсем районта рекордсменсем шутланаççĕ-мĕн. Усă куракан электроэнергин 54 процентне сĕмсĕррĕн вăрлаççĕ. Участок начальникĕ В.Петров пĕлтернĕ тăрăх, хальхинче контролерсен рейд бригади И.В.Лялькин, А.В.Думилин хуçалăхĕсем счетчикран айккинчен киловатсене вăрланине, В.Т.Думилинсем прибора çĕмĕрсе цифрăсене каялла чакарнине, М.В.Крылова чылай вăхăт хушши укçа тÿлеменнине, прибора çĕмĕрнине тупса палăртнă. Именкассинчи В.А.Волкова, Шăнкăртамри А.М.Глухов, Первомайскинчи П.И.Гусев ячĕсемпе те электричество вăрланăшăн акт çырнă. Çухалнă киловатсемшĕн пурин те кирлĕ пек явап тытма тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)