01 ноября 2008 г.
Пурнăçра эпĕ яланах вĕлле хурчĕ пек ĕçчен çынсене килĕштернĕ. Çак шухăш малта пулнăран-ши, хамăн ÿтĕмпе чунăма та çĕрпе çыхăнтартăм пулас. Тинех çамрăк мар ĕнтĕ эпĕ, 72 çулта. Вĕсенчен 51 çулне вара юратнă çĕр-аннемĕре халалланă. Çур ĕмĕр ытла эпĕ хуçалăхра тĕп специалист пулса ĕçлеме пикенни! Çул хыççăн çул пĕр сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ. Вĕсенчен çирĕм çулне колхоз председателĕнче ĕçлерĕм. Манăн ĕçри опыт, ĕмĕрĕпе пуçтарнă ăс-тăн паян та çамрăксемшĕн кирлине туятăп. Çавăнпах пуль ĕнтĕ мана тивĕçлĕ канура кăшт пулнă хыççăн ĕç вăрттăнлăхне вĕрентсе хăварма “Исток” çĕр ĕç фирмине каялла ĕçлеме чĕнсе илчĕç.
Хамăн пуян ĕç опытĕнчен çакна калама пултаратăп. Паянхи çамрăк специалистсене хурласшăн мар эпĕ, вĕсем те ĕçлес тесех вĕренсе специальность илнĕ-тĕр. Анчах та вĕсен, ман шутпа, ĕçе чун-чĕререн юратни, ăна парăнни, çак ĕçре çĕннине шырани çитмест. Çак енсем пулмасан нихăш çамрăк специалист та пĕр ĕçре шанчăклă тымар ярса çитĕнÿ тăваймасть.
Пирĕн “Исток” çĕр ĕç фирминче, паллах, специалистсем енĕпе йывăрлăх çук. Хуçалăх ертÿçи те çамрăк, çаврăнăçуллă, экономикăна лайăх ăнланать, фирмăна хальхи условисенче аталантарассишĕн тăрăшса техника базине те çулсеренех пуянлатать, кашни культурăна кирлĕ пек технологипе çитĕнтерсе илме çирĕп ыйтать. Сăмахран, çурхи культурăсене эпир пурне те хутăш удобренисемпе варăнтарса акнă, кайран кирлĕ пек апатлантарса пăхса тăнă. Ĕçĕн результачĕ куç умĕнче. Калчасем парка та хÿхĕм, пуян пучахлă çитĕнчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕрчĕллисем кĕлет виçипе кашни гектартан 37, 9 центнер тухрĕç. Çакă районта чи пысăк кăтарту.
Ырă ĕçĕн яланах результачĕ пур, вăл ырă йĕр хăварать. Район пуçлăхĕн канашçисен ларăвĕнче, вырăнсенчи тĕл пулусенче эпир тăтăшах ĕçе лайăхлатмалли, экономикăна çирĕплетмелли ыйтусене хускататпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)