13 сентября 2008 г.
“Исток” агрофирмăра ял хуçалăх ĕçĕсем кал-кал та вăхăтра пулса пыраççĕ. Паян хĕрÿ ĕç шавĕ – çĕр улми уйĕнче. “Иккĕмĕш çăкăр” лаптăкĕ 100 гектар. Пĕлтĕрхинчен икĕ хута яхăн ытларах. Мĕн пур технологие пăхăнса çитĕнтернĕ пахча çимĕçĕн тухăçĕ начар мар, гектартан 300 центнер тухать. А.Яковлев механизатор копалкăна пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Куллен çĕр улми пуçтарма 60 ытла çын хутшăнать. Вĕсем Кĕçĕн Патăрьелĕнчен те, Тăрăнтан та, Треньелĕнчен те, Кивĕ Катекрен те, Аслă Чементен те пур. Уяр кунсенче кашнийĕ вăтамран 800 тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Унсăр пуçне кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитереççĕ.
А.Рубцов икĕ сеялкăллă агрегатпа кĕрхисене акса пĕтернĕ. Тырпул никĕсĕ 300 гектар йышăнать. В.Сидуковпа В.Скворцов механизаторсем культурăсенчен пушаннă çĕрсене сухаласа пыраççĕ.
Кăçалхи ял хуçалăх çулĕ агрофирмăшăн ăнăçлă пулмалла. Тырпул тухăçĕ те районта чи пысăккисенчен пĕри – гектартан 40 центнера яхăнах тухнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)