Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васкавлă канашлу сăлтавĕ _чрезвычайлă лару-тăру

08 июля 2008 г.

 

Июлĕн 5_мĕшĕнче районти чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕн черетсĕр васкавлă ларăвĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру Патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, Чăваш Республикинчи Росприродонадзор Управленийĕн ертỹçи В.Косачов, çак Управлени руководителĕн çумĕ В.Щебалкин, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Е.Юшин, кун йĕркинчи ыйтупа çыхăннă тата ытти çынсем те хутшăннă.

Васкавлă канашлу сăлтавĕ_июлĕн 4-мĕшĕнче Туçа ял тăрăхĕнче витререн тăкнă евĕр çунă шалкам çумăр уйрăм çынсене, хуçалăхсене шар кăтартни, пысăк сиен кỹни. Дамбăсене çурса хиртен анакан хăрушă шыв юхăмĕ ялти урамсем витĕр килсе Тутар Тимешĕпе

Анат Туçа хушшинчи Пăлана тулса çыран хĕрринчен тухса кайнă, ял халăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă. Тавах, çын пурнăçĕпе çыхăннă инкек-синкек пулман. Анат Туçасем çине, сарăмсăр йăтăнса аннă çут çанталăк пулăмĕн хăрушлăхне сирсе яма мĕн пур районти службăсене явăçтарнă. Вăл шутра медицина, çул-йĕр, газ, энергетика, пушар хуралĕ, "Тойси" тата "Звезда" хуçалăхсенчи хăрушсăрлăх енĕпе тимлекен çынсем тата ытти те. Район комиссийĕ хак панă тăрăх, çут çанталăк инкекне сирсе ярас тĕллевпе кашни служба ăнăçлă, оперативлă ĕçленĕ. Çапах та комисси вырăнсенче шывпа çыхăннă инкексенчен çынсене çăлмалли пĕрремĕш хатĕрсене яланах хатĕр тытмаллине çирĕп асăрхат-тарнă.

Тепĕр кунхине, июлĕн 5-мĕшĕнче, Туçа ял тăрăхĕнчи икĕ дамбăна та комисси тепĕр хут тĕрĕсленĕ, çак сăлтавпа районти мĕн пур гидротехника сооруженийĕсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухмаллине асăрхаттарнă.

Комиссинче мĕн пур служба ертỹçисем, çавăн пекех Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин, "Звезда" кооператив председателĕ В.Кузнецов çут çанталăк пулăмĕпе_шыв-шурпа пулнă инкеке парăнтарнă чухнехи ĕçсем пирки тухса калаçнă.

Инкек-синкекрен асăрханакана Турă та сыхлать тенĕ. Комисси малашне çак икĕ дамбăна уйрăмах тимлĕн пăхса тăма, сиенленнĕ дамбăсене пĕлсе вăхăтра юсаса йĕркене кĕртме, çак тĕллевпе пулăшу илме кирлĕ хутсене васкавлă хатĕрлеме хушса хăварнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика