02 июля 2008 г.
Туçари стадионта Çамрăксен кунĕ ячĕпе “Эпир пĕрле” ятпа культурăпа спорт фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, вĕсене физкультурăпа спорта явăçтарасси. Район шайĕнче йĕркеленĕ çамрăксен II фестивальне ултă ял тăрăхĕнчи хастарсем хутшăннă. Вĕсене уяв ячĕпе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин саламланă хыççăн тĕрлĕрен тупăшу пуçланнă. Пĕтĕмĕшле илсен фестиваль çĕнтерÿçи Туçасем пулнă. Иккĕмĕш вырăнта – Пикшик, виççĕмĕшĕнче – Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)