18 июня 2008 г.
Юлашки шăматкунсенче районти ЗАГС уйрăмĕнче кунĕпех туй халăхĕ хĕвĕшнĕ. Çине-çинех çамрăк мăшăрсене пĕрлешнĕ ятпа саламланă. Кивĕ Ахпÿрт тăрăхĕнче çеç харăсах тăватă туй кĕрленĕ.
Туй-çуй парне-хĕрнесĕр, вăйă-кулăсăр иртмест. Анат Туçари пĕр тĕлĕнтермĕш арçын туй кучченеçне, хĕрпе каччă сĕнекен торта, пĕр татăкне тăватă пин тенкĕ тÿлесе илнĕ! Пылак çимĕç çав тери хака ларни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çапах та Якубовичăн “Тĕлĕнтермĕш уйĕнчи” меслечĕпе туяннă тавар туй историне çырăнса юлнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)