31 мая 2008 г.
Туçари вĕрентÿ центрĕпе “Сар хĕвел” ача сачĕ пĕр-пĕринпе чылайранпа тачă çыхăнура. Тахçан ача сачĕн сукмакне такăрлатнă аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем кĕçĕн тусĕсем патĕнче тăтăшах пулаççĕ. Е концертпа, е спектакльпе савăнтараççĕ, е тин çеç вулама вĕренекенсене кĕнекесем парнелеççĕ.
Хальхинче аслă юлташĕсем ертсе пынипе пĕчĕкскерсем хăйсем шкула çул тытрĕç. К.Иванов “Нарспи” поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа “Хĕвел пики – Нарспи” конкурса хутшăнчĕç.
Чăваш тĕррисемпе, çуллахи çут çанталăк пейзажĕпе илемлетнĕ сцена çине шăнкăр-шăнкăр тухьяллă пикесем ташă çеммипе акăш евĕр тухрĕç. Хăйсемпе кашнийĕ паллаштарчĕç: сăмахпа та, сăвă йĕркипе те. Кĕвентепе валак патне шыв ăсма утрĕç, юрла-юрла тĕрĕ тĕрлерĕç, “Нарспи” поэма сыпăкĕсене вуларĕç. Юррисене кам амăшне халалларĕ, кам савнине, теприсем сăпка юрри шăрантарчĕç. Апат-çимĕç конкурсĕнче тĕрлĕ яшка “пĕçерчĕç”, мĕн хыççăн мĕн янине пурне те илтмелле каласа пычĕç. Жюрисене вĕсем хатĕрленĕ купăста, рис, пăрçа, салма яшкисем тата борщ питĕ килĕшрĕ.
Пикесемпе пĕрле ача садне çÿрекенсем чăваш ташшипе вальса йыхравларĕç. Икĕ аркăллă кĕпесемпе вĕçсе каяс лĕпĕш евĕр илемлĕ пуканесем евĕрех туйăнчĕç.
Кашни конкурс хыççăн пĕчĕк Нарсписене хăйсен тантăшĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Районти тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем, 6-мĕш класа çÿрекен А.Табакова, К.Глинкин, А.Воробьева кĕçĕн тусĕсене тата курма килнисене сăвăсем вуласа пачĕç.
Жюрисене лайăххисенчен чи лайăххине суйлама çăмăлах пулмарĕ. Чи хумхануллă самант вăрăма тăсăлнăн туйăнчĕ. Рая Жукова “Чи илĕртÿллĕ Нарспи”, Зоя Салмина “Чи сăпайлă Нарспи”, Карина Плечова “Чи пултаруллă Нарспи”, Анастасия Шашкина “Чи ĕçчен Нарспи” ятсене тивĕçрĕç. “Нарспи-2008” сумлă ята вара Ирина Глинкина çĕнсе илчĕ. Шкул директорĕ, жюри председателĕ П.Шашкин çĕнтерÿçĕсене саламланă май çакăн евĕрлĕ тĕл пулусем малашне те пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Ясли-сад ертÿçи В.Логунова шкул коллективне, вĕренекенсене хăйсене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Воробьева парнесем парса хавхалантарчĕ.
Парнисене илме Туçари вĕрентÿ центрĕн директорĕ П.Шашкин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин, К.Углев, А.Логунов предпринимательсем, С.Киргизов, С.Антипова пулăшрĕç.
Чечексемпе парнесем айне пулнă “Пĕчĕк Нарсписем” валак умĕнче сăн ÿкерттерчĕç.
Библиотекăра ĕçлекенсем “Нарспи” поэма авторне тата поэмăна халалласа çырнă кĕнекесен “Хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ...” выставкине йĕркелерĕç.
Уяв пурне те килĕшрĕ, ахальтен мар ĕнтĕ пĕчĕк Нарсписене хăйсен пултарулăхне кăтартма Кивĕ Ахпÿрте йыхравларĕç. Вĕсем кÿршĕсем патĕнче те çухалса каймарĕç, хăйсене чăн-чăн артист пек тытрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)