30 апреля 2008 г.
Патăрьелĕнчи университет филиалĕн социаллă-экономика дисциплинин кафедрин аслă преподавателĕн, “Единая Россия” партин хастар членĕн Валерий Иванович Салминăн килти сумлă архивне тепĕр хисеплĕ хут хутшăннă.
Патăрьелĕнчи университет филиалĕн социаллă-экономика дисциплинин кафедрин аслă преподавателĕн, “Единая Россия” партин хастар членĕн Валерий Иванович Салминăн килти сумлă архивне тепĕр хисеплĕ хут хутшăннă. Çак кунсенче ăна парти ĕçĕнчи хастарлăхшăн, халăх хушшинчи пысăк ăнлантару ĕçĕшĕн тата “Село: человек на гребне реформ” кĕнеки урлă çынсене Раççейре пулса пыракан пĕлтерĕшлĕ реформăсем çинчен туллин ăнлантарса панăшăн “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн Тав çырăвне парса чыс тунă. Çакă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕшĕн, ĕç ветеранĕшĕн малашнехи ĕçре хавхаланса тăрăшмалли тепĕр сăлтав темелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)