Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Герой ячĕллĕ спартакиада

19 марта 2008 г.

Анат Туçа тĕп шкулĕнче Туçа ял тăрăхĕнче пурăнакансен Совет Союзĕн Геройĕ П.Е.Кузнецов ячĕллĕ IV спартакиади пулса иртрĕ.

...Шкулăн спорт залне физкультурниксен маршĕ янăранă май пилĕк команда утса кĕчĕ. Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин спартакиада пуçланнине пĕлтерсе патшалăх ялавне çĕклеме çĕнтерÿçĕсен капитанне В.Щербакова, республикăри паллă атлета, кире пукан спорт мастерĕн кандидатне П.Рубцова тата пĕлтĕрхи турнирăн чи пултаруллă спортсменне А.Салмина чĕнчĕ. Ун хыççăн Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов сăмах илчĕ. Вăл çакăн йышши ăмăртусен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ, Туçа тăрăхĕнче чи малтан хута янă спорт залĕ паянхи кун та атлетсене йышăнса сывă пурнăç йĕркине аталантарма пулăшнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Николай Иванович паянхи турнирта хăй ячĕпе виçĕ приз çирĕплетрĕ: чи çамрăк спортсменпа спортсменкăна тата чи аслă спортсмена. В.Глинкинпа А.Логунов тĕп судьясем кăçал та ăмăртусем пилĕк енпе: кире пуканĕ йăтса, винтовкăран тĕл персе, сĕтел çи теннисла тата волейболла выляса, ушкăнпа канат туртса иртессе – пĕлтерчĕç, кашни турнир йĕркипе паллаштарчĕç. Залра тепĕр хут марш янăрарĕ, спортсменсем ăмăрту вырăнĕсене саланчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе, тĕл перессипе теннис вăй-йисем пĕр харăсах пуçланчĕç. Кĕрешÿ пур çĕрте те çивĕч пулчĕ. Кире пуканĕ йăтакан командăсен хушшинче “Тойси” пăхаттирĕсене çитекен пулмарĕ. Чи лайăх результатсем çаксен: П.Рубцов (“Тойси”) – 50, А.Мальцев (“Гвардеец”) – 40, Г.Астраханцев (“Звезда”) – 25. “Тойси” команда теннисистсен ăмăртăвĕнче те малта пулчĕ. Вĕсен хыççăн – “Звезда” тата “Гвардеец” спортсменĕсем. Снайперсен тупăшăвĕ вара пĕртен-пĕр лидера палăртаймарĕ, кунта пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене “Звездапа” “Родник” пайларĕç – 90-шар очко. Виççĕмĕшĕ – “Тойси” (83 очко). Уйрăм кăтартусемпе арçынсен хушшинче С.Сурков (“Звезда”, 27 очко), В.Щербаков (“Родник”, 26), Д.Белков (“Гвардеец”, 25) хĕрсенчен К.Торговцева (“Звезда”), О.Глинкина (“Тойси”), Л.Захарова (“Родник”) (пурин те 23 очко) палăрчĕç.

Виçĕ енлĕ ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн пурте тепĕр хут спорт залне пухăнчĕç. Волейбол вăййисем – чи интереслисем, мĕншĕн тесен пилĕк командăра та таврари чи ăста спортсменсем выляççĕ, пурин ăсталăхĕ те çÿллĕ шайра. Çавăнпа хăшĕ çĕнтерессе малтанах палăртма никам та хăймарĕ. Волейболистсем темиçе сехет чăм шыва ÿксе тупăшнă, куракансем сас çĕтиччен “чирленĕ” хыççăн çеç палăрчĕ çакă. Чи ăстисем кăçал “Гвардеецсем” иккен, вĕсен хыççăнхи вырăнсене “Тойси” тата “Звезда” хуçалăхсен маттурĕсем йышăнчĕç.

Канат туртас тупăшу умĕн капитансем ыйтнипе судьясем тăватă ăмăртăвăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Пилĕк командăран тăваттăшĕн кубока çĕнсе илес шанăç пур иккен-ха. Аплă-тăк, юлашки вăй виçев пĕтĕмпех татса парĕ. Çавăнпах кашни тĕл пулура, вăл темиçе çеккунт çеç тăсăлать пулин те, пĕтĕм вăйне парса тăрăшрĕç атлетсем. Чи хастаррисем вара “Гвардеец” пăхаттирĕсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче – “Звезда” тата “Родник”.

Çĕнтерÿçĕсене чыслани – чи хаваслă самант. Спартакиадăна кăçал тăваттăмĕш хут килсе Туçасен “Тойси” команди çак хисеплĕ ята çĕнсе илме пултарчех. Кубок вĕсен аллинче! Хуçасем, “Звезда” команда, пĕлтĕрхи пекех иккĕмĕш вырăнта. Виççĕмĕшĕнче вара – “Гвардеец”.

Спортсменсем киле пуçтарăннă вăхăтра хăш-пĕрин шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлме май килчĕ.

В.Щербаков, “Родник” командăн капитанĕ: “Спартакиада кубокне кăçал та хамăртах хăварайманшăн питех кулянмастпăр. Çулсерен кĕрешÿ çивĕчленсех пырать, ăмăртусем интереслĕ те хĕрÿ иртеççĕ. Çакă пире савăнтарать, кунта тепĕр çул та тулли кăмăлпа килме хистет”.

В.Глинкин, ăмăртусен судйи: “Спортсменсем пурте тÿрĕ кăмăлпа, пĕр-пĕрне хисеплесе тупăшни, куракансем вĕсене сассисене çеç мар, чунне парса хавхалантарни питĕ килĕшрĕ. Спартакиадăн ячĕ-сумĕ вăй илсе пыни куç кĕретех. Çакна Патăрьел район пуçлăхĕ хăй ячĕпе приз çирĕплетни те кăтартса парать. Тепĕр çул эпĕ те хам ятпа пĕр-пĕр приз йĕркелеме шутлатăп, ыттисене те район пуçлăхĕн пуçарăвне ырласа йышăнма чĕнетĕп”.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика