Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача пур енлĕн аталантăр тесе

16 января 2008 г.

“Лаша пуласси тихаран, чăн-чăн этем пуласси ачаран паллă”, тенĕ ваттисем. Ача мĕнлерех условисенче çитĕнет, мĕнле çемьере ÿсет, еплерех воспитани илет – çакă унăн малашнехи пурнăçĕ çине пысăк витĕм кÿрет. Паллах, кашни çемье ачана кирлĕ чухлĕ вăхăт та, тимлĕх те уйăраймасть. Çавăнпа ача сачĕсем уçнă та ĕнтĕ.

Унта вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма, тĕрлĕ вăйă выляма, ÿкерме, çырма, шутлама, вулама вĕренеççĕ. Вĕсене пăхса тăракансем вара ача мĕн те пулин çĕннине, халиччен курманнине илтĕр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Унăн аталанăвĕ пирки ашшĕ-амăшĕпе канашласах тăраççĕ. Хальхинче те Туçари “Сар хĕвел” ача садне вĕсем чылайăн пуçтарăнчĕç.

Малтанах унăн заведующийĕ В.Логунова кулленхи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кунта сывă çитĕнме условисем пур. Вĕсемпе ятарлă пĕлÿ илнĕ 4 воспитатель, медсестра, музыка руководителĕ ĕçлеççĕ. Ытти ĕçченсем те кăмăллă та ăшпиллĕ.

– Хĕрĕхĕн çÿреççĕ ача садне. Вĕсемпе çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ меро-прияти ирттеретпĕр. Асаттесемпе асаннесен уявĕсене те манăçа кăлармастпăр. Улах ларатпăр, сурхури, çăварни, мăнкун, çимĕк уявĕсем те интереслĕ иртеççĕ. “Кĕрхи бал”, Çĕнĕ çул, аннесемпе аттесене, ачасене халалланисене те манмастпăр. Календарь çинче хĕрлĕпе паллă тунă уявсене нихăшне те сиктерсе хăвармастпăр, – тет Валентина Алексеевна.

Ача сачĕн заведующийĕ тепĕр çĕнĕлĕхпе те паллаштарчĕ. Вăл – диагностика. Ăна çулталăкне виçĕ хутчен тума сĕнеççĕ. Çакă ача мĕнле ÿссе аталанса пынине пĕлме май парĕ. Хăшĕнпе ытларах ĕçлемеллине кăтартĕ. Ачана çак мелпе тĕрĕслеме вара ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕ кирлĕ. Паянхи куна ача садĕнче физкультурăпа, математикăпа, психика аталанăвĕпе, экологи енĕпе ÿссе çитĕнекен ăру мĕнле шайра пулнине диагностика мелĕпе тĕрĕслеме майсем çителĕклĕ.

Кăçал ача сачĕн ĕçченĕсен, хăйсене çителĕклĕ пахча çимĕç туса илнисĕр пуçне, ытти çĕнĕлĕхсем те пур. Котельнăй тăррине улăштарнă, шалтан ăшă тытакан тунă, алăксене тăрăланă. Вылямалли лаптăкри пÿртсене, картасене, таканккисене, ярăнмаллисене юсаса илемлетнĕ. Шалта та улшăнусем пур: вĕри шыв кĕртнĕ, савăт-сапа çумаллисем, ванна лартнă. Кунта ашшĕ-амăшĕн тÿпи пуррине пытармарĕ ертÿçĕ.

Л.Машина медсестра ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшса халиччен туса ирттернĕ ĕçсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Малашне кашни ачан “Сывлăх паспорчĕ” пулассине пĕлтерчĕ.

Ю.Торговцева, Е.Рубцова, Л.Козлова воспитательсем хăйсен ушкăнĕнчи ачасемпе кăмăллă. Вĕсене пĕчĕкренех çут çанталăка юратма хăнăхтарас тесе кашни ушкăнрах ятарлă кĕтессем уçнă. Унта чечексем ÿстереççĕ. Кĕçĕн ушкăнри ачасем калаçма пĕлсех каймаççĕ пулин те воспитательпе пĕрле пур ĕçе те пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Вĕсенчен кăшт аслăраххисен çулĕсем тĕрлĕрен. Пĕчĕккисем те, пысăккисем те пур. Çавăнпа та вĕсемпе икĕ тĕрлĕ ĕçлеме тивет. Анчах пуçне усмаççĕ ĕçченсем. Кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшаççĕ.

Аслă ушкăнрисене вара вулама-çырма вĕрентсех шкула ăсатаççĕ.

Ачасем ытларах пластилинран тĕрлĕ япала ăсталама, аппликацисем тума, ÿкерме ăста. Çавах та вĕсен чи юратнă занятийĕ юрласси. Çакна А.Сабаева музыка руководителĕ те çирĕплетрĕ. “Юрă-кĕвĕ итленĕ чухне вĕсен тĕрлĕ туйăм çуралать: хаваслăх, шеллев, савăнăç. Эпир вĕсене чăваш тата вырăс кĕввисемпе мар, ытти халăхсеннипе те паллаштарма тăрăшатпăр. Классика хайлавĕсене те итлеттеретпĕр”.

Çакна ятарласа аслисем валли хатĕрленĕ вырăс халăхĕн “Царевна Несмеяна” юмахне курса ĕненчĕç. Патшан хурлăхлă хĕрне култарас тесе тĕрлĕ халăх юрă-ташă ăстисем килсе çитрĕç. “Тухăç хĕрĕсем”, те, “негрсем” те, “вырăссем” те. Чăвашсен шÿтлĕ юрă-ташшипе çеç ирĕлчĕ хĕрача чĕри.

Амăшĕсене халалланă юрăсем те чуна пырса тивмелле янăрарĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле ача сачĕн интернета кĕртме хатĕрленĕ сайтне пахаларĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика