Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саня аппа

12 января 2008 г.

Ирхине кăна çанталăк аван пекчĕ. Хĕвелĕ тухмарĕ-ха вăл. Тÿпери катрам-катрам пĕлĕтсем кун пăсăласса аса илтерчĕç. Кĕтÿ хăваланă хыççăн таçтан çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ. Пĕрĕхни кăна юрĕччĕ-ха, вăхăт-вăхăт аванах хăйĕн сассине хăпартать тата. Чÿрече кантăкĕ çумне лекекен çумăр тумламĕсем йĕр-йĕр шуса анса чÿрече ани çумне пуçтарăнаççĕ, унтан пĕчĕк кÿленчĕк пулса аялалла, çĕр çинелле юхса анаççĕ. Шуса аннă тумламсем чÿрече кантăкне тап-таса туса пыраççĕ.

Чÿрече кантăкĕ тăрăх юхакан тумламсем Саня аппана çын куççульне аса илтерчĕç. Çапла мар-и-ха, çын та, чÿрече çинчи тумламсем пекех тулса çитнĕ пăсăк кăмăла куççульпе çуса тасатать.

Ытла та кичем кĕрхи кун. Ахаль чухне урам тăрăх е ачи-пăчи, е ял халăхĕ таçталла кумать. Паян вара никамах та урам тăрăх иртни курăнмасть.

Паян иртенпех чÿрече умĕнчен кайма пĕлмест Саня аппа. Тулти кичем çанталăк унăн чĕрине витĕм кÿчĕ-ши е урăххи... Ара, унăн пуçĕнчи шухăшсем тахçантанпа çапла пăтрашăнаççĕ мар-и;

– Мĕн тумалла? Мĕн тумалла-ши?..

... Паянхи ирхи кун пекчĕ унăн кун-çул пуçламăшĕ. Ачалăхне те, çамрăклăхне те телейлĕ тееймĕ-ха вăл. Çапах та ун чухне вăй-хал пулнă.

Пĕчĕккĕллех амăшĕсĕр тăрса юлчĕ вăл. Йывăр тăпри çăмăл пултăрах амăшĕн. Пĕчĕк шăллĕне кун кăтартса хăй ĕмĕр-лĕхех куçне хупнă. Ÿсерехпе лайăх ăнланчĕ ашшĕне Саня. Амăшĕ вилнĕ хыççăнах çĕнĕ анне илсе килсен курайми пулнăччĕ. Питех те йывăр пулнă ĕнтĕ арçын пуçпа икĕ пĕчĕк ачана пăхма. Çитменнине, кĕçĕнни темиçе кунра çеç. Ĕне, качака таврашĕ çукчĕ вĕсен. Те тытма майĕ пулман вара. Ялан çын патне сĕт ыйтма кайма именнĕ-ши; Сурăхĕ пăрланăччĕ, пÿтеккисем пÿртреччĕ. Çавсене ĕмĕртме сурăха пÿрте илсе кĕретчĕç. Ашшĕ сурăхăн пĕр чĕччине путеккисене ĕмĕртетчĕ, теприне суса илсе ывăлне ĕçтеретчĕ. Халь шутлать те Саня, тĕлĕнет. Мĕнле çапла тума ăс çитернĕ ашшĕ; Е кам та пулин вĕрентнĕ-ши; Ун çинчен ашшĕ пурăннă чухне ыйтма та пĕлмен.

Амаçури амăшĕ, хăй ачапа килнĕскер, упăшкин тĕпренчĕкĕсене хăйĕнни пекех пăхмарĕ. Çапах та пач пăхман тесен те çылăх пулĕ. Ашшĕ умĕнче питĕ лайăхчĕ, вăл çук чухне пĕр апат та мăкăртатмасăр çийĕнместчĕ.

Çапах та вĕсене асра тытса пурăнман Саня. Ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхнăран, нихçан та ÿркенсе тăман. Çавăншăнах амаçури амăшĕ ăна мухтакалатчĕ.

– Саня алли пур енчен те пултарать. Хуть мĕнле ĕçе те вĕренме тăрăшать. Эсир мĕншĕн çапла мар-ши? – тетчĕ Саня шăллĕпе хăйĕн ывăлне.

Хĕр шутне кĕрсен хăйсен кас каччине килĕштерчĕ Саня. Çамрăкăн шухăшĕ те Саняпа пĕр пулчĕ. Маларах юлташсем çеçчĕ вĕсем, каярах чăн-чăн юрату хуçаланчĕ иккĕшĕн хушшинче. Çамрăк пулин те çемье чăмăртама шутларĕç çамрăксем. Аслисем хирĕç пулнине темшĕн ас тумасть Саня.

Уйрăлса тухма тиврĕ вĕсене. Упăшкин çемйи пысăк. Ывăлĕсенчен авланнисем те пур. Çурт-йĕр çавăрса уйăрса кăларма аслисене те пулăшайман-ха. Темиçе çемьене тăрантса пурăнма йывăр терĕç пуль хуняшшĕпе хунямăшĕ.

Пĕррехинче çамрăксем ĕçрен таврăнатчĕç. Упăшкисен умĕнче ритван (лаша урапи) ларать. Ун çине Лисукăн пур-çук япалисене тиесе хунă. Малтан нимĕн те ăнланмарĕ çамрăк хĕр-арăм. Вĕсене хирĕç хуняшшĕ тухрĕ.

– Акă сирĕн пĕтĕм япалăр. Уйăрса кăларас терĕмĕр сире. Халĕ хăвăр йăва çавăрăр. Ритвана кайран килсе пама ан манăр, – терĕ те хапхаран кĕрсе кайса алăксене сăлăп хучĕ.

Хуть кăшкăрса макăрса яр. Нимĕн те тăваймарĕç çамрăксем. Юрать-ха çулла, çанталăкĕ ăшă. Ял вĕçĕнче пурăнакан Матĕрне аппăшĕсен умĕнче ритван çинчех пĕр çĕр каçрĕç çамрăксем. Тепĕр кунне Матĕрне аппăшĕ мунчинче çĕр каçкалама ирĕк пачĕ.

Чăнах та, ăçта та пулсан пурăнмалла вĕт. Ялан çулла мар, хĕлле те çитĕ.

Кăнтăрла ĕçре çамрăксем, каçхине килеççĕ те выльăх каяшне улăмпа, тăмпа хутăштарса кирпĕч çапаççĕ, хĕвел çинче хĕртеççĕ. Çапла пĕр уйăх нушаланчĕç Саняпа упăшки. Кайран çав кирпĕчрен вите купаларĕç. Тăррине вĕрлĕксем пăрахса улăм витрĕç. Çавăнта пурăнма куçрĕç вара. Уншăн мĕнлерех савăнман-ши? Ара, хăйсен вĕт-ха вăл, хăйсен.

Апат-çимĕç пĕçерме амаçури амăшĕ пĕр кивĕ чукун панăччĕ. Килте унпа выльăх-чĕрлĕх валли çĕр улми пĕçеретчĕç. Çавă чи малтанхи савăт-сапи пулнăччĕ. Икĕ кашăкпа чашăкне упăшки йывăçран каскаласа тунăччĕ.

Хĕле кĕрсен витере сивĕччĕ. Йĕри-тавра юрпа лайăх купаларĕç те çапла хĕл каçрĕç. Тепĕр çул укçа пуçтаркаласа вăрман енчи ялтан кивĕ кĕлет туянчĕç. Унран майлаштаркаласа çурт турĕç.

Унтанпа тата икĕ çурт тума тиврĕ Саняпа мăшăрне. Хăйсен ялĕнче пурăнакан пĕр çемье çĕнĕ çурт лартрĕ те кивĕ йывăç пÿртне сутрĕ. Ăна куçарса килсе лартрĕç Санясем. Хăйсеннинчен каллех кĕлет турĕç. Ĕçлекен çын выçă та вилмест, çĕтĕк те çÿремест. Нимле ĕçрен те ÿркенсе тăманскерсем, ал-ура çавăрсан хăйсем пилĕк стеналлă çĕнĕ çурт лартрĕç. Ара, ачисем те çине-çинех çуралчĕç те пÿрт пĕчĕккĕ пек туйăнчĕ. Сухăр юхтарман пĕренесене вăрмана кайсах кăларса килчĕç упăшкипе юлташĕсем. Тăванĕсем, ял халăхĕ пулăшнипе, тавах вĕсене, çĕнĕ çурта 3-4 уйăх хушшинче хăпартса та лартрĕç.

Упăшки ĕçкеленĕ хушăра кÿлешетчĕ.

– Мана аттепе анне пĕр кашăк та парса уйăрса кăларман, – тетчĕ.

Санян кăмăлĕ юлнăччĕ пулсан та куçран ÿпкелешсе каласа курман.

“Кăлăхах ÿпкелешетĕн, пуçра сывлăх пулсан, Турри пулăшсан пурте пулать” тесе лăплантаратчĕ мăшăрне.

Колхозĕ те ураланчĕ çав вăхăта. Ĕçлекенсене те кÿрентерместчĕ. Пахча çимĕç бригадинче вăй хуратчĕç мăшăрĕпе. Упăшки пахча çимĕçе шыв саптаратчĕ, каçхине хуралтаччĕ. Те çавăн чухне шăнса пăсăлчĕ вăл. Сиссе те ĕлкĕреймерĕ Саня. Ÿсĕркелеме яланах ÿсĕретчĕ-ха. Тапак туртнипе пуль тесе шутланă ун чухне. Туртма пăрахма мĕн чухлĕ сĕнмен-ши; Итлемерĕ вĕт. Кайран кая юлнă терĕç. Ÿпке ракĕпе ир çĕре кĕчĕ.

Пилĕк ачапа тăрса юлчĕ Саня. Вĕсем аталаннăччĕ-ха. Тульккăш пĕр япала çеç канăçсăрлантаратчĕ ăна. Пĕр хĕр те çуратса ÿстереймерĕç-çке. Пиллĕкĕшĕ те ывăл пулчĕ. Çук, ывăлĕсем япăх тесшĕн мар-ха Саня аппа. Çын çинче вĕсем çинчен усал калаçнине халиччен илтмен. Тульккăш пĕри те яла юласшăн пулмарĕç. Халь пĕчченех кил-çурт хураллать. Малтанлăха ачисем тухса кайсассăнах выльăх-чĕрлĕхпе йăпанатчĕ. Иртнĕ хĕлле çапла выльăх шăварма шыв чылаях йăтмалла пулчĕ. Пусă умĕнче ури шуса кайса пуçĕпе пусă хăлăпне вăйлăн çапăнчĕ, ури хирĕнчĕклĕ пулса хуçăлчĕ. Юрать пусси урамра, иртен-çÿренсем курнă та пульницана ăсатнă, унăн ывăлĕсене пĕл-тернĕ. Ачисем çав хушăра килсе выльăх-чĕрлĕхне хăшне пусса какай тунă, хăшне сутнă – пĕтернĕ вара. Çапах та уншăн кулянмасть вăл. Пурте тĕпренчĕкĕсем юрăхлă, вырăнлă пулнă: какайĕ те, укçи те. Мĕн кирлĕ ăна; Кашни уйăхра пенси параççĕ. Ăна та пĕтерсе пыраймасть вăл.

Кÿршĕ хĕрĕ Алина пулăшма каçкалать Саня аппăшне. Аманнăранпа питех çÿресе каяймасть вăл. Хĕр пĕрчи шыв ăсса кĕрсе парать, урай çукалать. Хĕллехи кун вутă йăтса кĕрсе хурать. Вăт çавăн кăмăлне тултарма укçине хĕре кăштах паркалать. Пурпĕрех çитет, юлать те Саня аппаран. Тульккăш пĕр шухăш кăна канăç памасть Саня аппана.

– Мĕн тумалла-ши? Мĕн тумалла?

Иртнĕ эрнере аслă ывăлĕ килсе кайрĕ. Çав канăçсăр шухăшсене хускатса хăварчĕ.

– Анне, капла пĕччен пурăнма йывăр сана. Эпир шăллăмсемпе ларса шухăшларăмăр та çапла тумалла мар-ши терĕмĕр. Эпир пурте хулара пурăнатпăр. Эсĕ унта халиччен пурăнса курман, сывлăшĕ те йывăртарах. Çитменнине, пирĕн пурин те хамăрăн çемье, ачасем те çитĕнсе пыраççĕ. Хваттерсем те тăвăртарах пирĕн пурин те. Çавăнпа пĕччен кун кунличчен ваттисен çуртне каймалла мар-ши санăн терĕмĕр. Унта апатне çитереççĕ, мунча хутса кĕртеççĕ, кĕпе-йĕмне çуса параççĕ. Тата хăвăн пек ват çынсемпе хутшăнса калаçма та авантарах пулĕ. Эпир сана васкатмастпăр-ха. Тепĕр икĕ эрнерен кĕçĕн шăллăм килет. Ун чухне хуравне парăн, – терĕ тухса кайнă чух.

Малтан пуçа та пырса çитеймерĕç-ха Саня аппана ывăлĕн сăмахĕсем. Каярахпа çуртри кашни япалине аллипе сĕртĕнсе ачашларĕ. Ара, мăшăрĕпе пуçтарман-и-ха вĕсем кашни япалине; Халĕ çаксене чĕрĕ пуççăн пăрахса хăварма тивет-ши;

Çавăн пек пĕччен юласса шанса ÿстерменччĕ те вĕт ачисене; Çук, ывăлĕсене хурламасть вăл. Çын çинче усал ят яман вĕсем. Анчах... Тен, ывăлĕсем тĕрĕс шухăш тытнă; Никампа та канашлама хăяймасть хĕрарăм. Пурте тĕрĕс мар ăнланассăн туйăнать ăна. Çанталăкĕ те Саня аппан шухăшĕсемпе пĕр. Ытла та лăпкă мар. Паян аслă ывăлĕ кайни шăп икĕ эрне. Çавăнпа та чÿрече умĕнчен хăпма пĕлмест Саня аппа.

– Мĕн тумалла-ши? Мĕн тумалла?..

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика