Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уншăн ял пурнăçĕ _савăнăç

26 декабря 2007 г.

 

_ Мĕн пĕчĕкрен водитель е тракторист пулма ĕмĕтленеттĕм. Урампа иртекен кашни техникăна ăмсанса пăхаттăм. Часрах ỹссе çитĕнсе руль умне ларас килетчĕ. Пахча сухалакан трактористсем çакна сиссе-ши мана кабинăра лартса çỹретчĕç. Çак вăхăтра манран телейлĕреххи никам та çук пек туйăнатчĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне вара çур акипе вырма вăхăтне кăмăллаттăм. Уйри комбайн-трактор кĕрлевĕ шутсăр илĕртетчĕ, _ ачалăхне аса илчĕ Сергей Анатольевич Федоров механизатор.

Сергей Кивĕ Ахпỹртре 1970 çулта çут тĕнчене килнĕ. Çул çитсен ялти тĕп шкулта, унтан Туçа шкулĕнче ăс пухнă. Аттестатпа пĕрлех механизатор прави илсе тухнă. Пĕр хушă колхозра ĕçленĕ хыççăн Сергее çара илнĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи парăмне тивĕçлипе пурнăçласан çуралнă кĕтесех таврăннă. Маттур яш тỹрех хуçалăхра тракторпа ĕçлеме пикеннĕ.

_ Хулана тухса каяс шухăш пулман. Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кăмăллатăп эпĕ. Ялта хулари пек шăв-шав мар, сывлăш уçă, таса, сывлăхшăн сиплĕ. Çавăнпах яла юлма кăмăлларăм, _ пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Сергей.

С.Федоров çапла хăйĕн пурнăçне тăван хуçалăхпа, çĕрпе çыхăнтарнăранпа самаях шыв-шур юхрĕ. Вăл çемьеллĕ те, ача-пăчаллă та пулчĕ. Мăшăрĕпе, Светлана Петровнăпа, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Руслан Туçари вăтам шкулăн 9-мĕш класĕнче вĕренет, Анатолий ялти шкула çỹрет. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Ачисем те техникăпа туслă. Кĕçĕнни упаленме пуçласанах ашшĕпе тракторпа çỹреме тытăннă. Асли пĕве кĕрсенех руль умне ларнă, ашшĕне те улăштарма пултарать. Федоровсем выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ĕне, вăкăр, лаша, сысна, кăвакал, кайăк-кĕшĕк _ картиш тулли.

Сергей мăшăрĕ Светлана та хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать, уй-хир бригадинче вăй хурать. Çамрăксене кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама амăшĕ, Евгения Филипповна, нумай пулăшать. Вăл, ĕмĕрне пекарьнăра, фермăра ĕçлесе ирттернĕскер, маттур, пăравур хĕрарăм. Тума пĕлмен ĕçĕ те çук.

Сергей Анатольевич хастарлăхĕпе амăшнех хунă-тăр. Минутпа та ахаль тăмасть вăл. Шуçăмпах ĕçе васкать, киле килсен аллинче ялан пăчкă-пуртă, мăлатук. Пĕр вĕçĕм тем касать, шаккать. Хĕлле, пушăрах вăхăтра, урапа-çуна ăсталать, çынсене те парнелет. Вăлах йывăç мунча, пỹрт кнапат тума çỹрет. Ку енĕпе те ăсталăхĕ пысăк.

"Гвардеец" хуçалăх ертỹçи А.Каргин çамрăка ĕçе вăхăтра пурнăçланăшăн, пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн мухтать. Чăнах та Сергей Анатольевич хăйне шанса панă "Беларусь" трактора вĕр-çĕнĕ пек тирпейлĕ тытать. Çăвĕпе мĕнле кăна ĕç тумасть-ши унпа? Çуракинче сухалать, акать, гербицид сапать, йăран хушши кăпкалатать, вырмара вырать, çапать, çĕр улми кăларать, кĕрхи çĕртме тăвать тата ытти те. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен вăрман турттарать, выльăх апачĕ кỹрет.

Ир пуçласа каçчен ĕçре пулма тỹр килнĕшĕн ỹкĕнмест Сергей. Унăн чун-чĕре ыйтнă ĕçĕ-çке.

_ Кун пек ĕçченсене тупма йывăр халĕ. Сергей хушнă ĕçе яланах тăрăшса, тĕплĕ тăвать. Нихăçан та хирĕçлемест. Çакăн пек маттурсем ытларах пулсан тем пекехчĕ те вĕт. Кăçалхи акара та, вырмара та пысăк хастарлăх кăтартрĕ вăл. Ăмăртура ăна çитекенни пулмарĕ, _ кăмăллăн пуплерĕ хуçалăх ертỹçи Анатолий Антонович. Çуралнă тăрăхра юлса йăва çавăрса пурăнма кăмăл тăвакансем чăннипех те мухтава тивĕçлине те палăртрĕ.

Сергей Анатольевич шăпах çакăн пек хастарсенчен пĕри. Ĕçре çеç мар культура çуртĕнче ирттерекен мероприятисенче те активлă вăл, конкурссене хаваспах хутшăнать. Çулленех хăйĕн лашипе "Сывă пул, сивĕ хĕл" уявра çĕнтерсе парнеллĕ пулать.

Унăн тепĕр лайăх енĕ те пур: темиçе çул ĕнтĕ эрех-сăрапа иртĕхмест, ыттисене ырă тсĕлĕх кăтартать. Кỹршĕре çакăн пек маттур çамрăк пурăннăшăн савăнатпăр, унпа чăннипех те мухтанатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика