Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАВСЕМ МАР-И ТЫР ПУЛ ĂСТИСЕМ, МАТУРАХ ЮХМА ЕН КИНĔСЕМ

12 декабря 2007 г.

Ирхи ĕçсене тирпейленĕ хĕрарăмсем тулли бидонсемпе кас вĕçĕнчи чарăнăва тухрĕç. Вăхăт 5 сехет çеç-ха. Çулла та, кĕркунне те, хĕлле те шăпах çакăн чухне сĕт пама пуçтарăнаççĕ вĕсем. Ĕçе куллен пĕр вăхăтра пуçтармалла. Унсăрăн ĕлкĕрейместĕн. Сĕт пуçтаракан хатĕрлевçĕ те кĕтсе тăмасть. Ĕне усракансем пурах ялта. Выльăх-чĕрлĕхпе хушма тупăш та кĕртме пулать. Пĕр килограмм сĕте 12 тенкĕпе туянаççĕ.

– Паян çанталăк уçăрах иккен. Сывлăш температури 12 градус аннăччĕ. Çилĕ те вичкĕн, – сăмах хушрĕç пĕр-пĕринпе хĕрарăмсем.

– Кăçал хĕлĕпех тухмалла пулать-ха çакăнта. Ĕне каярах пăруларĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ Н.Мясникова.

Ĕне, пăру, сысна, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ хуçалăхра. Пурне те вăхăтра апат памалла, шыв шăвармалла, ай сарăмне улăштармалла. Кооператив ĕçĕнчен те юлмасть Надя. Çĕрпе те самаях усă кураççĕ. Сухан-севок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Çу каçиччен пахчаран кĕме те çук.

А.Заплаткинăпа тантăшлă Н.Мясникова. Кил хушшинчи ушкăнпа пурнăçламалли ĕçсене яланах пĕрле тăваççĕ. Икĕ алла пĕр ĕç тесе фермăри пăрусене те пăхнăччĕ вĕсем. Кăçал улăм ури тунă çĕре çÿрерĕç. Çуркунне тыр-пул акнă вăхăтра вăрлăха яровизацилеме хутшăнаççĕ. Çĕр улми ани çинче те çавсенех курма пулать. Пай илме те ÿркенмеççĕ. Алена хунямăшĕ Настя аппа мăнукĕсемпе севок пайне çумламаннисен йăранĕсене хаваспах тасатрĕç. Икĕ кин те хунямасемпе пурăнать, икшер ача çитĕнтереççĕ. Надьăпа Гена Мясниковсен çитĕнекен ăрăвĕ аслăрах. Марина Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕренет. Женя Туçари вĕрентÿ центрне çÿрет. Аленăпа Сергей Заплаткинсен те ăрăва малалла тăсакан та, хĕр пĕрчи те пур. Артемпа Алина Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çÿреççĕ.

Çемьесем иккĕшĕ те килĕшÿре. Кил-çурт ăшшине тытма хунямăшĕсем те пулăшаççĕ. Тоня аппапа Настя аппа мăнукĕсене, ывăл-кинĕсене çемçе те ăшă алса-нуски таранах çыхса тăхăнтартаççĕ. Ĕçрен, шкултан килнĕ çĕре вĕри чейпе икерчĕ пĕçерсе хуни мĕне тăрать.

Шел, арçыннисен çеç вырăнти ĕçри тÿлевĕ тивĕçтереймест. Çавăнпа ют çĕре кайма та ÿркенмеççĕ.

Ĕç енĕпе тĕслĕх илме пулать Надьăпа Аленăран. Ытти çамрăксем евĕр шавлă ушкăнсене хутшăнмаççĕ вĕсем. Ачисене тĕслĕхлĕ пăхса ÿстерме тăрăшаççĕ.

Çурчĕ-йĕрĕ икĕ çемьен те тĕреклĕ. Мясниковсем выльăх усрама хыçал енне кăларса хуралтă та çĕкленĕ. Заплаткинсем пÿрт çумне хушма веранда турĕç.

Кинсем тĕрĕ-çĕвве ăста. Пахча çимĕçне çителĕклех çитĕнтереççĕ. Мясниковсен виноград таранчченех пур. Хĕм сапакан чечек çеçкисем çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех лараççĕ.

Ĕç çынна илем кÿрет теççĕ. Ĕçĕпе, чунĕпе, пĕвĕ-сийĕпе илемлĕ Анат Туçа кинĕсем, ютран качча пырса ял хисепне тивĕçнĕскерсем.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика