Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхса, ыранхи куна шанса

30 ноября 2007 г.

Наци проекчĕ ял хуçалăх отрасльне çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ. Йывăрлăха лекнĕ чылай хуçалăха малалла утма, аталанма вăй хушрĕ вăл. “Звезда” хуçалăхра сисĕнет-ши çакă? Вырăнти лару-тăрупа хуçалăх ертÿçи Валерий Леонидович Кузнецов паллаштарать:

– Наци проекчĕ пирĕн çул-йĕре уçрĕ темелле. Хуçалăх отраслĕсенчи кăтартусем лайăхланни палăрмаллах сисĕнет. Пĕрлешсе пысăкланнă “Гвардеец” колхозран уйрăлса çĕнĕ хуçалăх йĕркелесенех йывăрлăхсем самаяхчĕ. Халĕ вăл вăхăт хыçа юлчĕ. Çулленех кашни ĕнерен 4000 килограмм ытла сĕт сăватпăр. Вунă уйăхри сăвăм 3860 килогрампа танлашрĕ. Аш-какай туса илессипе те начар мар ĕçлетпĕр. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 660-700 грамм ÿт хушса пыраççĕ. Вунă уйăхра кашни тĕп амаран 17 çура илнĕ. Хуçалăхсене 100 пуçа яхăн ăратлă сысна сутнă. Районти мĕн пур сĕтĕн тата аш-какайăн 15-20 процентне пирĕн хуçалăхра туса илеççĕ.

Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе кал-кал ĕçлесе пыратпăр. Çапах та тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ туса илессипе те вăй хуратпăр. Сортлă вăрлăх туянма таçтан та килеççĕ. Çавна май хамăр те вăрлăха çĕнетсех тăратпăр. Кăçал кашни гектартан 29 центнер тĕш тырă, 220 центнер çĕр улми туса илтĕмĕр.

2004-2007 çулсенче кредит тата лизинг шучĕпе икĕ “Дон” комбайн, икĕ МТЗ-1221 трактор, ПР-145 пресс, БДМ 3Ÿ4 дискатор туянтăмăр.

2007 çулта наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 4 миллион та 200 пин тенкĕ укçа илсе ĕне витине çĕнетнĕ, сĕт пăрăхĕ, холодильник, апат валеçекен оборудовани вырнаçтарнă. Çакă кунта вăй хуракансен ĕçне чылай çăмăллатрĕ. Ял хуçалăхĕнче пур енĕпе те ĕçлемелле тесе шутлатăп. Çулсерен продукци хакĕ улшăнать, апла тупăш илесси те тĕрлĕрен. Пĕр отрасль тăкаклă пулсан, тепри те пулин тупăш паратех. Пирĕн тĕллев – пĕчĕк лаптăксем çинчех çĕнĕ техникăпа, технологипе усă курса пысăк тупăш илесси. Ман шутпа, ял çыннине хальхи вăхăтра ура çинче çирĕп тăма майсем çителĕклех.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика