21 июля 2007 г.
“Атте килĕнче, анне çумĕнче, эп ÿсрĕм ял-йыш умĕнче...” Тин çеç картишĕнчи ĕçсене вĕçлесе кĕнĕ Екатерина Ивановна радиопа паракан юрра пĕр самант хускалмасăр итлерĕ. Юрă хĕрарăм чĕрине хускатрĕ. Куçĕ умне ачалăх шуса тухрĕ. Хăй те сисмерĕ пит çăмарти тăрăх куççуль йăр! юхса анчĕ.
Юрă вĕçленсен те асамлăх тыткăнĕнчен тухаймарĕ вăл. Шухăшпа çунатланса хăй çуралса ÿснĕ кÿршĕ яла вĕçрĕ. Самантлăха пурне те куç умне кăларчĕ. Çарран чупнă, шухăшсăр çÿренĕ вăхăтран пуçласа пĕве кĕрсе хĕр пулнă таранах. Пурнăç хăй еккипех шăвать çав. Çĕнĕ кун килет те каç пулать, эрне те уйăхпа ылмашăнать. Ĕмĕр иртет, кун юлать.
60 çул каялла Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи Киргизовсен çемйине “çĕнĕ кайăк” хутшăннă. Иван Федоровичпа Александра Прохоровна пепкине Екатерина ят хунă. Анюк аппапа Ванюк тете хĕр пĕрчине Кĕтерук тесе чĕннĕ. Çемьере ултă ача пулнă Киргизовсен. Вĕсем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Кĕтерук çумне те “куршанак” ир çыпăçнă. Амăшĕпе пĕрле кил-тĕрĕшри ĕçсене тума вĕреннĕ, пахча çумланă, колхоз хирне те çÿренĕ. Хур чĕпписем ас тунă, ĕне çитерме те кайнă. Сывлăхлă çитĕннĕ хĕр ача, вăйă-кулăра чи пуçарулли пулнă. Хытă чупнă, кĕрешсе арçын ачасене те ним мар çавăрса çапнă. “Арçын пулас çĕртен хĕр пулнă пуль ку”, – шÿтленĕ кÿршĕ-аршă,
– Мĕн ачаран тракторист пулас ĕмĕтпе пурăннă эпĕ. Пĕчĕккĕ чухнех уйра трактор сухаланине сăнама юрататтăм. Ялти шкулăн саккăрмĕш класĕнчен вĕренсе тухсан питĕ механизаторсем хатĕрлекен училищĕне каяс килетчĕ, анчах тантăшсем пĕрле пыма килĕшмерĕç, – çав вăхăтсене аса илсе ассăн сывлать Екатерина Ивановна.
Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртеймен пулин те Кĕтерук çĕртен уйрăлман, шăпине ялпах çыхăнтарнă. Уй-хир бригадинче вăй хунă, сысна, сурăх фермисенче ĕçленĕ. А.Ширтанова, Ф.Бородов бригадирсене, А.Петухов ферма заведующине халĕ те ырăпа аса илет.
– Антонина Нишликовăпа, Елизавета Синеевăпа фермăра пĕрле килĕштерсе вăй хунă. Нихăçан та вăрçăнман. Колхоз ертÿ-çисем те мухтаса çеç тăратчĕç, – тет вăл.
1970 çулта Кĕтерук Кивĕ Ахпÿрт кинĕ пулса тăнă, Геннадий Гавриловпа çемье çавăрнă. Кунта та ĕçченлĕхпе палăрнă вăл. Бригадир ăçта хушать – унта кайнă. Ку – арçын ĕçĕ, ку – хĕр арăмăн тесе тиркесе тăман. Пăрçа та, утă та çулнă, севок сухан пайĕсене те çынсенчен ытларах илсе çумланă, 13 çул яровизацинче ĕçленĕ, лаша та кÿлнĕ, фермăра та вăй хунă, ял кĕтĕвне те кĕтнĕ. Пĕр хушă Туçа пекарьнинчен лашапа 7 яла çăкăр та турттарнă. Кирек ăçта та хастарлăхпа, ĕçе тĕплĕ тунипе палăрса тăнă. Çавăнпах хуçалăх ертÿçисем ăна мухтаса çеç тăнă, Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă. Пĕр хушă правлени членĕ те пулнă. Колхозри Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.
– Унтанпа чылай çул иртнĕ пулин те пирĕн ĕçе хисепе хунăшăн ун чухнехи тĕп агронома Валерий Николаевич Арланова, комплекла бригада бригадирне, каярах колхоз председателĕ те пулнă Николай Петрович Кошкина тав тăватăп. Вĕсем чăннипех те пирĕн ĕçе ăнланма, хаклама пĕлетчĕç, хавхалантарса пыратчĕç, – аса илет Екатерина Ивановна.
Мăшăрĕпе икĕ ывăл та икĕ хĕр çуратнă. Шел, пĕри ача чухне сарăмсăр вилнĕ. Халĕ виççĕшĕ те мăшăрланнă. Костя – механизатор, Лариса бригадăра, Зина Тутарстанра фермăра ĕçлет. Екатерина Ивановна халĕ ывăлĕпе, кинĕпе пĕрле пурăнать. Унăн 6 мăнук. Кинĕ те хунямăшĕ пекех маттур, пĕр ĕçрен те юлмасть.
Екатерина Ивановна пушă вăхăтра алă ĕçĕ тума юратать: тĕрлет, çипрен илемлетсе чăлха-нуски çыхать. Тепĕр лайăх енĕ пур унăн – вăл хаçатсăр пурăнаймасть. Уйрăмах район хаçатне тата “Чăваш хĕрарăмне” кăмăллать.
Ялта Екатерина Ивановнăна хисеплеççĕ. Хунямăшĕпе те 30 çул пĕрле килĕштерсе пурăнчĕ. Мăшăрĕ 20 çул каяллах çĕре кĕнĕ пулин те ял çине начар ят кăлармарĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмест, кÿршĕ-аршăпа вăрçăнмасть, ачисемпе мăнукĕсем юратаççĕ. Пурнăçра çакăнтан ырри мĕнех пур.