Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛИЗА АППА КУН-ÇУЛĔШĔН АВĂТ НУМАЙРАХ ЭС, ЧĂПАР КУККУК

11 июля 2007 г.

Пĕтĕм тĕнчери кооператорсен професси уявне палăртнă чухне Анат Туçари куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккари Е.Суркова сутуçăна район пуçлăхĕ Н.Глухов тăрăшуллă ĕçшĕн райадминистрацин Хисеп грамотине парса чыс турĕ. Елена Анатольевнăн вăл пĕрремĕш çеç мар, иккĕмĕшĕ пулчĕ. Тивĕç те çакна. Уйăхсерен ĕç планне тултарса пырать. Июльте те 236 пин тенкĕлĕх тавар сутрĕ. Ĕçре ăна З.Табакова сутуçă пулăшать.

Райпо системине кĕрекен икĕ лавкка юнашарах вырнаçнă ялта. Пĕр алăкран кĕрсе ик енчен тавар туянма пулать. Сутуçисем тарават. Шăкăлтатса тăраççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшÿре. Н.Заплаткина ертсе пыракан коллектив та ÿсĕмлĕ ĕçлет. Анчах мана ку хутĕнче урăххи ăмсантарчĕ. Сăпайлăхĕ пурин валли те çитет вĕсен. Елена Анатольевна килте те ĕçри евĕр шăкăл-шăкăл калаçса çеç тăрать. Хунямăшне хисеплет. Унпа кирек хăш ĕçе пуçăниччен те канашлать. Елизавета Георгиевна кинне хăй те хĕр вырăнне хурса йышăнчĕ. Унăн хуйхи-суйхине пĕрле пайлама тăрăшрĕ. Амăшĕ, ашшĕ пурнăçран уйрăлнă чухне хăти-тăхлачине улăштарчĕ. Ахальтен мар килĕшÿре çемье. Килти мăнукĕсемшĕн юратнă асанне вăл. Хăйĕн ачисене мăшăрĕсĕр (çамрăклах вилчĕ) пăхса ÿстерме çăмăл пулмарĕ. Çавăнпа мăнукĕсене çемье хÿттинче тивĕçлĕ хÿтлĕх тупса пама тăрăшрĕ. Кинĕпе ывăлне ăнланмалла. Вĕсем ир тăраççĕ те ĕçе тухса утаççĕ. Каçран килнĕ çĕре çурт хутăннă, яшка пиçнĕ. Ахальтен Елена Анатольевна темиçе çул Туçари хуçалăх таварĕсем сутакан лавккара ĕçлейместчех. Ялти суту-илÿ точкине куçни те самаях. Анчах ĕç кунĕ вăрăмланнă. Плана тултарас тесе каçхине 20 сехетчен ĕçлесси те пулать. Тухса çÿресе тавар сутма та ÿркенмеççĕ. Ял уявĕсенче суту тăваççĕ. Шкул буфетне çăкăрпа, сахăр песукĕпе, ытти апат-çимĕç продукци-йĕпе тивĕçтереççĕ.

Кинпе хунямăш пĕр шухăшра пулни Юрий мăшăрне хуçалăха тĕреклĕ тытса тăма пулăшать. Строитель (хуçалăх мастерскойĕнче), выльăх-чĕрлĕх пăхакан (чылай çул сысна фермин заведущийĕнче) ытти çĕрте ĕçлекенскере кирек хăш ĕçе пуçăнасси те йывăрлăх кăларса тăратмасть.

Çын çĕр çине хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварма тивĕçлĕ. Çурт-йĕр çĕкленĕ, улма-йывăç лартнă Сурковсем. Çĕрулмине, сухан-севока, кишĕре пахчи-пахчи çитĕнтереççĕ. Ывăлпа хĕр ÿсет. Асли Мускаври çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн тăваттăмĕш курсĕнчен вĕренсе тухрĕ. Оля ялти шкулăн тăххăрмĕш класĕнче пĕлÿ пухса кÿршĕри вĕрентÿ центрне кайма хатĕрленет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ ĕçчен, юрра-ташша ăста.

Çуртра ватти пурришĕн кăмăллă ывăлĕ-кинĕ, мăнукĕсем. Çемье ăшшине вăл тытса пырать-çке. Ахальтен мар ăрăва тăсакансем амăшĕн, асламăшĕн пурăнас кун-çулĕшĕн куккука нумайрах авăтма ыйтаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика