Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ПЫСĂК ЧЫС – АЧИСЕМПЕ МĂНУКĔСЕМ ХИСЕПЛЕНИ

11 июля 2007 г.

Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Пелагия Трофимовна Кошкина 80 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна кил-йыш, çывăх тăванĕсем, кÿрши-арши кĕрекене ларсах ырлăх-сывлăх, ачисемпе мăнукĕсен ăшшине туйса пурăнма вăрăм кун-çул сунчĕç. Кунсăр пуçне Чăваш телевиденийĕн “Юратнăран” передачи ăшă-ăшă саламлă сăмахсемпе, савăк юрăпа чысларĕ.

...Çăмăл пулман кинемейĕн утса тухнă çулĕсем. 14 çула çитсен Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланать. Ун чухне вăл Туçари вăтам шкулăн 7-мĕш класĕнче вĕренсе тухнă пулнă. Ялта пурăнакан ача-пăча çумне “куршанак” ир çыпçăнать. Вунă çул тултарнă тултарманскер алла çурла тытса, амăшĕпе юнашар тăрса тырă вырнă, пăрçа çулнă, жнейка хыççăн кĕлте çыхнă. 1941 çул тата та пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Вăрçа тухса кайнă вăйпитти арçынсене улăштарма тивнĕ. Лашасем сахалтарах пулнăран вырма вăхăтĕнче вăкăрсемпе кĕлте турттарнă, ăна капана тăрланă. Кунсăр пуçне пропашной культурăсен анисене çум курăкран тасатнă. Çуллахи каникулсем çапла ним сисĕнмесĕрех иртнĕ.

Ялта арçынсен шучĕ чаксах пынă. Акă, Полян тетĕшне те – Алманчăри шкулта учительте ĕçлекен Иван Мальцева çара кайма ят тухать. Пĕтĕм ял-йышпа укăлча хапхи умне çитичченех ăсатса янă ăна. Анчах шел, каччă киле таврăнайман. 1942 çулта пĕр çапăçура вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ текен хурлăхлă хыпар килнĕ.

Полян малалла вĕренес ĕмĕт çухалман-ха. Çĕр-пÿри ял хуçалăх техникумĕнче çар госпиталĕ йĕркелеççĕ. Техникума вăхăтлăха Патăрьелне куçараççĕ. Çĕр ĕçне парăннă çамрăк хĕр, экзаменсене ăнăçлă тытса, унта вĕренме кĕрет. Виçĕ çултан агроном дипломне алла илет.

– Пĕр хваттерте 6 хĕр пурăнаттăмăр. Канмалли кунсенче нимĕнле çанталăка уямасăр киле тухса утаттăмăр. Çулĕ вара кĕске мар – 10 çухрăма яхăн. Каникулсем вăхăтĕнче хиртен кĕме пĕлмен. Халăхпа пĕрле ир пуçласа каçччен пур ĕçе те пурнăçлама тăрăшнă. Тата çакă кăсăклă. Патшалăх экзаменĕсене Çĕрпÿре йышăнчĕç. Вĕсене чиперех тытнă хыççăн, савăнăçсене ниçта хураймарăмăр пулĕ çав, хамăр енчи 8 çамрăк каçа хирĕç çуранах киле килме тухрăмăр, – тет ассăн сывласа.

1944 çулта техникум направленийĕпе Поля Чкаловски МТСра участок агрономĕ пулса ĕçлеме пуçлать. Унăн участокĕнче 11 колхоз. Вĕсене механизаторсен 4 бригади тивĕçтерет. Кашни бригадăра 3-шер трактор тата ытти ял хуçалăх техники. “Хурçă утсемпе” ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ çамрăксем. Хăш-пĕри вара бригадăра çеç мар. МТСĕпе те тăрăшуллă тата паллă ĕçченсем. Вĕсен ретĕнче И.Трифонова, П.Каштанова, Т.Куданова, Ф.Гаврилова, Е.Петрова, В.Кузнецова, К. Журавлева, К.Шашкина, Е.Тестова, И.Комаров, А.Шекеров, П.Шайкин тата ыттисем те. Трактористсем кĕрхи çĕртме, тырă акма çĕр хатĕрленĕ тата акнисĕр пуçне вырма вăхăтĕнче “уй-хир карапĕсен” штурвалĕ умне тăнă.

Агрономăн тĕп тивĕçĕ – вĕсемпе килĕштерсе ĕç-лесе, агротехника правилисене тĕпе хурса, пурнăçа кĕртсе пырса тыр-пул тухăçне ÿстерсе пырасси. Ку енĕпе тумалли ĕçсем пайтах пулнă-ха. Хăш-пĕр хуçалăхсен çĕрĕсем пулăхсăртарах. Апла пулсан унта органикăлла апат сахалтарах. (Вăл вăхăтра минераллă удобренисем пирки асăнма та пултарайман). Хире витесем патĕнче сапаланса выртакан тислĕке кăларассине, халăхран кайăк-кĕшĕк каяшĕсемпе кĕл пухассине йĕркелемелле. Хĕллехи вăхăтра уйра юр ытларах тытса хăварас тесе щитсемпе усă курмалла. Вăл çуркунне юр ирĕлсе юхса ан кайтăр тесе, тракторсемпе таптаса хытармалла. Анасем çинчи çум курăка алăпа çăлса тасатмалла. Акмалли вăрлăх та тивĕçлĕ кондициллĕ мар. Тепĕр хут сортировка витĕр кăлармалла. Пысăк çитменлĕх – сортлă вăрлăх сахал пулни.

– Канашри элеватор ертÿçисемпе калаçса 1 тонна сортлă çурхи тулă вăрлăхĕ тупрăмăр. Анчах ăна кÿрсе килме транспорт таврашĕ çук. Вăкăрсемпе унта çитеймĕн. 15 çамрăка явăçтарма тиврĕ. Вĕсем ăна кутамккапа йăтса килчĕç, – аса илет Пелагия Трофимовна.

Майĕпен пулсан та, тыр-пул тухăçĕ ÿсни палăрнă. 1945 çулта районти вăтам кăтарту гектар пуçне 10 центнера яхăн пулнă пулсан, П.Мальцева агроном участокĕнче кăштах ытларах. Уйрăм хуçалăхсенче – “Звезда”, “Красный Октябрь”, Чкалов ячĕллĕ, “РОКК”, “Канаш” – 10 центнертан та иртнĕ.

– Ĕçлени сая кайман, – тет кинемей.

Вăрçă чарăнсан ĕнерхи фронтовиксем яла таврăна пуçланă. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратас тесе мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Урăхла каласан капланса ларнă пăр вырăнтан хускалнă.

1946 çулхи типĕ çанталăк çĕр ĕçченĕ умне тепĕр хутчен йывăрлăхсем кăларса тăратнă, уйри тыр-пул тухăçĕ палăрмаллах чакнă. П.Мальцева агроном участокĕнче вара ыттисемпе танлаштарсан каллех пăртак авантарах пулнă.

Çамрăк агроном та тахçанах хĕр çулне çитнĕ ĕнтĕ. Каччи те пĕр ялтанах, МТСра тракторпа ĕçлекен Илларион Кошкин. Юратакан чĕресем чылайранпа ĕнтĕ пĕр-пĕрин патне туртăннă. Çапах та ашшĕ-амăшĕнчен пил илнĕ хыççăн тин пĕрле пурăнма пуçланă.

Пĕрремĕш пепке – Валерий çут тĕнчене килсен Пелагия Кошкинăн юратнă ĕçрен уйрăлма тивнĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ, ăçтан-ха кăкăр ачине çынпа хăварса, кунĕ кунĕпе, тепĕр чухне çĕрĕпе те киле таврăнаймасăр тăратăн. Тата çамрăк мăшăр хăйсем валли йăва çавăрма тĕллев лартнă.

Вара вăл тăван ялта, “РОКК” колхозра ĕçлеме тытăнать. Кÿме туртса халăхпа пĕрле ĕçе тухать. Ир пуçласа сĕм тĕттĕм пуличчен çурлапа тырă вырать, авăн çапать, çум çумлать. Кунта та агротехника пĕлĕвĕсемпе анлăрах усă курма тăрăшать, ĕçри тантăшĕсене те пулăшать.

Килĕштерсе пурăнса пилĕк ача – виçĕ ывăлпа икĕ хĕр – çуратса çитĕнтереççĕ. Ывăлĕсем виççĕшĕ те ашшĕпе амăшĕн – çĕр çыннин – механизатор профессине суйласа илнĕ. Хĕрĕсем вара – пĕри воспитательница, тепри ветеринар. Паянхи кун Поля кинемейĕн сакăр мăнук, мăнукĕсен ачисем тăххăрăн.

Ĕçре тăрăшуллă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнишĕн сахал мар юбилей меда-лĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕç пулнă П.Кошкина. Чи-чи пысăк чыса вара Пелагия Трофимовна хăйне ачисемпе мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем хисепленинче туять

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика