28 марта 2007 г.
Çурт тăвасси никĕсрен пуçланать. Пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тухасси вара пуçламăш классенче тунă утăмсенчен килет. Анат Туçари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 1-4-мĕш классенче ĕçлекен учительсем ачасен пĕлỹ никĕсĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшаççĕ. Уроксене ирттернисĕр пуçне вĕсем çитĕнекен ăрупа класс тулашĕнче те ĕçлеççĕ. Çакна шкулта пуçламăш классен эрнине ирттерни те çирĕплетет. Малтанхи кунĕнче вĕренекенсем сăвă вулакансен конкурсĕнче тупăшрĕç. "Çуркунне" темăпа хатĕрленчĕç. Пĕрремĕш вырăна иккĕмĕш класри Е.Плешков йышăнчĕ. Эрудитсен конкурсĕ те интереслĕ пулчĕ. Кунта чи нумай балл тăваттăмĕшсем пуçтарчĕç. "Çăлтăр сехетĕнче" виççĕмĕш класри К.Перепелкин çĕнтерчĕ. Интеллектуаллă вăйă пурне те килĕшрĕ. Ỹкерчĕксен конкурсне кашнийĕ хутшăнчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа телейлĕ ачалăха сăнарларĕ çитĕнекен ăру. Эрнекун "Хаваслă стартсем" иртрĕç. Спорт залĕнче вунă енпе ăмăртрĕç кĕçĕннисемпе аслăраххисем. Пĕрремĕш вырăна виççĕмĕшсем тухрĕç. Эрне пĕтĕмлетĕвĕ кăмăллă пулчĕ. Шкул директорĕ А.Пласкин учительсене тав турĕ, вĕренекенсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Кĕçĕн классен эрнине çулленех ирттереççĕ шкулта. Хăш-пĕр чухне вĕсене ачасен ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ. Пĕрлехи "хаваслă стартсене" тăраççĕ. Иртнĕ çулхи кăçалхинчен кашнийĕнчех уйрăмрах пулать. Çакă педагогсен ăсталăхĕнчен те килет. Ĕç стажĕпе чи кĕçĕнни _ Н.Козлова. Наталия Николаевна кăçал иккĕмĕш выпуск кăларать. Г.Кузнецова пĕрремĕш классемпе ĕçлет. Çавах çак хушăра вĕренекенсем кашни конкурса хутшăнма пултарчĕç. Галина Георгиевнăн педагогикăри ĕç стажĕ _ чĕрĕк ĕмĕр. Пĕр вăхăт вăл ача садĕнче те ĕçлерĕ. Халь те çывăх кĕçĕннисемпе. Вĕренỹ çулĕнчен ялти ача сачĕ шкула куçрĕ. Пĕрремĕш классемпе пĕр блокра вĕсем. Садикпа сыв пуллашма хатĕрленекенсем уроксене кĕрсе ларнине каларĕ. Пластилинран тĕрлĕ чĕр чун, ỹкерчĕксем тума хаваспах хутшăнаççĕ иккен вĕсем.
Е.Долгова иккĕмĕш классемпе ĕçлет. Елена Евстафьевăн ĕç опытне вĕренме ытти ялсенчен те килсе çỹреççĕ. 26 çул шкула утать вăл. Хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă.
"Кунран кун интереслĕ иртет шкулта. Ялан çĕнĕлĕх шырамалла. Пĕр-пĕр заводри станок умĕнчи токарь пĕрмай пĕрешкел деталь тăвать. Мĕнле япăхмасть-ши? Хамăн ĕçе çавсеннипе улăштармастăпах. Класри кашни ачана витĕр пĕлетĕп. Хам та вĕсен интересĕпе пурăнатăп, çитĕнĕвĕпе хавхаланатăп" _ тет.
Е.Углева педагог сукмакне такăрлатма пуринчен маларах пуçланă. Ĕçе вăл Яманчурельти сакăр çул вĕренмелли шкулта пикеннĕ. Сăмах май каласан, Комиссаровсен çемье династийĕн ĕçĕ те вăл. Ашшĕ историк, шкул директорĕ пулнă. Амăшĕ кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Пĕр тăван Полина ачасене чăваш чĕлхипе литературине алла илме пулăшать.
Учителĕсем ачисемпе, вĕренекенсем педагогсемпе çывăх. Çакна кашни çынах сăнама пултарать. "Хаваслă стартра" та кашнийĕ хăйĕн класĕшĕн ачисемпе пĕрлех чупрĕ, ăмăртрĕ, пăшăрханчĕ, хавхалантарчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)