Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и юррине, ай, ташлар и ташшине

24 марта 2007 г.

 

"Вылян хут купăс, янра такмак!" çак ятпа иртрĕ Анат Туçари культура çуртĕнче хут купăс калакансемпе ташă-юрă ăстисен кустри конкурсĕ. Унта ултă ялтан хутшăнчĕç. Куракансем те йышлăн пулчĕç. Кану каçне зал хуçисем пуçларĕç. Ялти фольклор ушкăнĕ чăн чăваш йăли-йĕркипе юрă шăрантарса вĕттĕн-вĕттĕн шуса ташласа хăнасене хапăл кĕтсе илнине пĕлтерсе çăкăр-тăварпа тухрĕç сцена çине. Унтан Святославпа Елена Перепелкина ертỹçĕсем номер хыççăн номер черетлесе пултаруллă "артистсене" халăх умне кăларчĕç. Ялсенче талантсем пурах иккен. Тутар Тимешĕнчи М.Амерханов, Анат Туçари С.Сурковпа Э.Козлов, Туçари Виталий Глинкин Костя ывăлĕпе, Козловкăри В.Хитрова мĕн тери хитре çемĕсем кăларма пултараççĕ хут купăспа, баянпа! Конкурса хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни Кивĕ Ахпỹртри В.Михайловпа Туçари П.Кузнецов пулчĕç. Вĕсем амăшĕсем пулăшнипе чи çывăх çыннисене халалласа юрă шăрантарчĕç. Козловкăпа Пăлакассинче те пур ăста талантсем. Культура çуртĕнче ĕçлекен Еленăпа Ирина Козловăсен ывăл-хĕрĕ илемлĕ шăрантарать такмаксене.

 Сцена çинчен çак каç чăваш, тутар, вырăс халăх юррисем илтĕнчĕç. Вĕсене уйрăмшарăн та, ушкăнпа та юрларĕç. Колпаковсен, Яковлевсен, Михайловсен, Сурковсен çемье ансамблĕсем уяв каçне илемлетрĕç. Кивĕ Ахпỹртри фольклор ушкăнне куракансем хыттăн алă çупрĕç. Артистсенчен пĕрре те кая мар тытрĕç вĕсем сцена çинче хăйсене. Жюри членĕсене ял ĕçченĕсен пултарулăхне хак пама çăмăлах та пулмарĕ. Район шайĕнчи конкурса кайма вара С.Сурковпа В.Колпаков шăрантарнă "Деревенские частушки", Э.Козлов хăй çырса кĕвĕленĕ юрă тата ытти номер тивĕç пулчĕç. Кану каçĕ йĕркелеме пулăшнăшăн сцена ăстисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин ăнăçусем сунчĕ, палăртнă номерсемшĕн тав хучĕсем, дипломсем парса чысларĕ. Мĕн палăртасшăн-ха юлашкинчен. Ял халăхне улттăри ачаран пуçласа 60-ти тивĕçлĕ канăва тухни таранчченех савăнтарма пултарчĕç. Тен, хăш-пĕр номерсем çакнашкал конкурспа çыхăнман та вĕсем. Халăхра ăста талант пурăнать-ха. Мĕншĕн пытарса упрамалла ăна? Малашне те савăк юрăсем итлесе киленесчĕ. Фонограммăпа юрлакан хулари ăста артистсенчен чуна çывăх илтĕнеççех хут купăс юррисем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика