Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулăх – çитĕнÿ çăл куçĕ

12 марта 2007 г.

“Звезда” ял хуçалăх кооперативĕ – районти тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри. Иртнĕ çулта вăл кашни гектартан 32, 9 центнер тĕш тырă, 204 центнер çĕр улми, 150 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 32, 6 центнер утă, 70, 3 центнер севок сухан, 696 центнер купăста, 496 центнер хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илчĕ.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç те пысăк хисепре. Чылай çĕрте фермăсенче выльăх йышне чакарнă пулсан, кунта пачах тепĕр майлă – ÿстерсе пыраççĕ. Тупăш кураççĕ. Ăнăçу, паллах, хăй тĕллĕн килмест. Çитĕнĕве çынсем тăваççĕ. Вĕсене çул кăтартса пыраканĕ – Валерий Леонидович Кузнецов. Шел, ертÿçĕ Мускава кайнăран унпа курса калаçаймарăмăр, фермăсен ĕçĕ-хĕлĕпе В.Щукина тĕп зоотехник паллаштарчĕ.

– Валентина Александровна, халĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр – ăна пĕр пуç чакармасăр, продуктивлăха пĕчĕклетмесĕр хĕл каçарасси. Ку енĕпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ?

–Паянхи куна пирĕн фермăсенче 310 пуç ĕне-выльăх, вĕсенчен 100-шĕ сăвăнаканни, 1163 пуç сысна. Çав шутра тĕп амасем 60 пуç. Пирĕн хуçалăх шултра, шурă ăратлă сыснасем ĕрчетессипе ĕçлет. Ку вăл эстони йăхĕ. Кĕтĕвĕн 40-50 процентне кашни çулах çĕнетсе пыратпăр. Иртнĕ çулта 1440 çура илнĕ. Кашни тĕп амаран – 21. Кăçалхи январь уйăхĕнче 180 çура илтĕмĕр. Иртнĕ çул Тутар Республикинчи, Ульяновск, Тамбов, Тюмень, Оренбург облаçĕсене, хамăр районти хуçалăхсене 225 пуç сысна сутрăмăр. 1 килограмне 100 тенкĕпе туянчĕç. Çапла вара хуçалăх кассине сысна ферминчен çеç 1249 пин тенкĕ тупăш кĕчĕ.

– Маттур ĕçченсене ятранах асăнар-ха.

– Сысна ферминче 15-ĕн вăй хураççĕ. Ăна 10 çул ытла Зоя Витальевна Плешкова ертсе пырать. Маларах хăй те кунтах ĕçленĕ. Тĕп амасене Ольга Миронова, Надежда Плешкова, Галина Суркова пăхаççĕ. Пурте I класлă, чылай çул тăрăшаççĕ.

Чуптармалли, пĕтĕ амасене Александр Пласкинпа Валентина Нурсовăна шанса панă. Хăйсемех чуптараççĕ. Амăшĕнчен уйăрнисем патĕнче Светлана Платонова, Татьяна Крысова вăй хураççĕ. Ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тăваççĕ. Василий Нурсовпа Валерий Крысов скотниксем те, Галина Щукина ветфельдшер та тав сăмахне тивĕç.

– Кирек мĕнле выльăх та лайăх тăрантармасăр ÿсмест. Рацион мĕнлерех?

– Сыснасене типĕ апатпа усратпăр. Хамăр патра хатĕрленĕ пусыпкана “Провими” фирмăран кÿрсе килнĕ белоклă, витаминлă, минераллă хутăшпа пĕрлештерсе паратпăр. Сыснасем талăкра 500-600 грамм ÿт хушса пыраççĕ. Çапла апатлантарни хуçалăхшăн та усăллă, сысна пăхакансен ĕçĕ те çăмăлланать. Вите урайĕ те тип-типĕ.

– Сăмаха ĕне-выльăх çине куçарар-ха. Сирĕн хуçалăх ку енĕпе те малтисенчен юлсах каймасть.

– Çапла. Иртнĕ çул эпир кашни ĕнерен вăтамран 4315 килограмм сĕт суса илтĕмĕр, кашни 100 ĕне пуçне 135 пăру. Хальхи сăвăм 12-13 килогрампа танлашать. Наталья Солдатова дояркăн кăтартăвĕ чи пысăкки. Пĕлтĕр вăл кашни ĕнерен 5000 ытла килограмм сĕт сурĕ. Людмила Киргизова, Лидия Герасимова, Зоя Кузнецова, Рината Мясникова та унран юласшăн мар. Çитĕнÿре пăрулаттарнă çĕрте вăй хуракан Наталья Перепелкина, Галина Андреева осеменатор, Михаил Плешков, Геннадий Кузнецов, Анатолий Сверчков, Георгий Кошельков, Владимир Перепелкин скотниксен, Иван Мартышкин ĕне-выльăх самăртаканăн тÿпи те пĕчĕк мар. Выльăхсем талăкра 600 грамм хушăнса пыраççĕ. Ĕне сĕт антарассин çитмĕл проценчĕ апатран килет. Çакна шута илсе рациона пуянлатасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. 3 килограмм пусыпка, силос, 2 килограмм улăм, утă, жом, жмых паратпăр. Апат пахалăхне микроэлементсемпе те техĕмлететпĕр.

Амăшĕсенчен уйăрнă пăрусене Роза Красновăпа Алевтина Перепелкина пăхаççĕ. Вĕсен рационĕнче – сĕт, утă, пусыпка, жмых, белоклă, витаминлă, минераллă хутăшсем. Ветеринарĕ – Наташа Крысова. Петр Васильевич Щукин ăратлăх енĕпе ĕçлет.

– Ферма ĕçченĕсене мĕнлерех хавхалантаратăр?

– Пурлăхпа хавхалантарассине тĕпе хуратпăр. Кăçал ку енĕпе çĕнĕлĕхсем те кĕртрĕмĕр-ха. Ял хуçалăх ĕçченĕсен, Çĕнĕ çул уявĕсене, çуралнă кунсене ушкăнпа паллă тăватпăр. Шупашкара экскурсине илсе каятпăр.

– Малашнехи плансем, ĕмĕт-тĕллев...

– Хамăрăн бизнес-планпа кашни ĕнерен 4000 килограмм ытла сĕт сумалла, 85 процентран кая мар сĕт, 300 пуç ăратлă сысна сутмалла.

АПК наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 5 миллион тенкĕ ссуда илетпĕр, документаци хатĕр. Унпа ĕне витине реконструкцилесе сĕт линийĕ тата апат валеçекен миксер, апат тиекен погрузчик туянса вырнаçтарасшăн. Реконструкци туни сĕт пахалăхне лайăхлатма пулăшасса шанатпăр. Çакă продукцие хаклăрах хакпа сутма пулăшĕ, выльăх пăхакансен ĕçне те çăмăллатĕ. Ун чухне кашни дояркăна 50-шар ĕне çирĕплетсе паратпăр. Сăвакан ĕнесене 200 пуçа çитересшĕн.

Пĕлтĕр республикăра ирттернĕ ăратлă выльăхсен выставкине хутшăнтăмăр, тĕрлĕ номинацисенче выставкăн хаклă парнисене тивĕçрĕмĕр. Ултă çул умлă-хыçлă обществăлла выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри пысăк кăтартусемшĕн, социаллă-экономикăлла ăмăртура çĕнтернĕшĕн район администрацийĕн I степеньлĕ Дипломне, хаклă парнесене тивĕç пултăмăр. Малашне те ырă ята çĕре ÿкересшĕн мар.

– Валентина Александровна, калаçушăн пысăк тав. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама ырлăх-сывлăх пултăр, хастарлăх ан иксĕлтĕр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика