12 марта 2007 г.
Аттепе анне пулсассăн, пуринчен эпир пуян теççĕ Кивĕ Ахпÿртри Каргинсен ачисем. Хрестиния Ивановнăпа Антон Агафоновичăн саккăрăн вĕсем. Вăхăтĕнче, чăнах та, сак тулли чупнă çав ĕнтĕ. Халĕ кĕçĕнни çеç килте. Ыттисем хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Аякка, тĕнче хĕррине качча тухни те, авланса тĕпленни те çук. Асли – Валерий – Патăрьелĕнче çурт лартнă. Виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç.
Хăй те асатте пулнă. Гальăн çемйи яла çурт лартнă. Каллех кукамай. Люся Туçа кинĕ. Качча кайса çемье çавăрнă хĕрĕсем пур. Люда, Рита яла кăмăлланă. Асли виçĕ пăхаттир çитĕнтернĕ. Кĕçĕннин хĕрĕ те, ывăлĕ те пур. Патăрьелĕнче пурăнакан Тоня ăрăва тăсаканран та, çунат хушса вĕçекенрен те пуян. Светăна та Патăрьелне тĕпленме пÿрнĕ. Хрестиния Ивановнăпа Антон Агафоновичăн мулĕ, пуянлăхĕ вĕсем. 6 хĕрпе ултă кĕрÿшĕ, икĕ ывăлĕпе кинĕсем, 19 мăнукĕ, ачин ачисем тăван киле пуçтарăнсассăн кĕреке тулать. Хăти-тăхлачи килет вĕсемпе пĕрле. Ай юрлаççĕ вара юррине. Çемье йăли çапла. Çуралнă кунсене пĕрле уявлаççĕ. Ку хутĕнче те тăван киле савса пуçтарăнчĕç. Кашни ачи ашшĕпе амăшне пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнĕ май ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Мартăн саккăрмĕшĕ – икĕ хут уяв. Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе амăшне ăш сăмахсем калаççĕ. Ашшĕне çуралнă кунĕпе нумай-нумай çул пурăнма сĕнеççĕ.
Çулĕсем хушăнсах пыраççĕ Каргинсен. Антон Агафонович тăххăрмĕш теçеткене кайрĕ. Хрестиния Ивановна 80 тултарчĕ. Çулне кура мар вĕсем, вашават-ха. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Лаша, ĕне, сысна, чăх-чĕп пур. Пурне те вăхăтра пăхмалла. Апат хурса памалла. Ай сарăмне тасатмалла. Кил хушшинчи ĕçсене ватти пурнăçлать. Хрестюк аппан аллинчен çăм çиппипе пански йĕппи каймасть. Кашни ачи, кинĕ-кĕрÿшĕ, мăнукĕ валли пĕрер мăшăр алса-нуски çыхсассăн та михĕпех çип кирлĕ. Ÿркенмест амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕ. Хĕлле каç вăрăм, çулла урама ал ĕçпе тухма пулать. Ĕçĕ-хĕлĕ те çавă çеç халĕ. Апат çимĕç пĕçерме кинĕ ăста. Пÿрт-çурта тирпейлеме мăнукĕсем çитĕннĕ. Яв та яв çиппе, сÿт те сÿт çăмхана. Хитре çипсемпе илемлетсе çыхнă кунчаллă носкисемпе çăмланса тăракан алсасене парнелĕх те нумай хатĕрлет вăл. Çакна Света мăшăрĕпе пĕр тăванĕсем те çирĕплетеççĕ. “Ÿркенместех çав тăхлачă. Пирĕн çуралнă кунсене те асра тытать. Çемçе çăмран çыхнă алса-нуски шартлама сивĕре те шăнтмасть”, – теççĕ.
Иртеç кунсем, иртеç çулсем. Килĕшÿпе пурăннăран сисĕнмеççĕ вĕсем. Кăвакараççĕ тăнлавсем. Пĕр йĕрсĕрех те шумаççĕ вĕсем. Çак çула çитсе Каргинсем ырлăхне те, хурлăхне те, савăнăçне те, хуйхине те курнă. Антон Агафонович ытларах ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра сысна самăртассипе “Гвардеец” колхозри Кивĕ Ахпÿрт бригади кĕрлесе çеç тăнă. Ахальтен мар ĕç кăтартăвĕсемпе пĕр ферма ĕçченĕ “Социализмла Ĕç Геройĕ” ята тивĕçнĕ. Склад заведующийĕн тивĕçĕсене те йĕркеллĕ пурнăçласа пынă кил хуçи. Пĕрлех обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Хрестиния Ивановна вара бригадăна çÿренĕ. Пĕр ĕçрен те юлман вăл. Сухан, севок, чĕкĕнтĕр пайĕсене илнĕ. Аслăрах ачисене хăйпе юнашар йăран çине тăратса çум çумлаттарнă. Çĕр улмине те пайпа пухса кĕртнĕ. Унта çитĕнекен ăру та хутшăннă. Амăшне аврине алăпа çулма, çĕр улмине суйлама пулăшнă. Кĕçĕннисем килте ларнă. Вĕсене аслашшĕ-асламăшĕ пăхнă.
– Хам та пăянам-пăятампа пурăнтăм. Килĕшÿре пултăмăр. Вĕсен пулăшăвĕсĕр сакăр ача ÿстерме çăмăлах марччĕ. Халĕ кинпе пĕр сăмахра. Çурт килен-каянран татăлманнинче унăн тÿпи те пурах, – тет хунямăшĕ. Тĕрĕсех. Кинĕсене хĕрĕ, кĕрĕвĕсене ывăлĕ вырăнне йышăнчĕç Каргинсем. Çавăнпа çуртра чашăк-тирĕк шăкăртатмасть, килти çÿп-çап урама тухмасть. Çакна ачисене те хăнăхтараççĕ ватăсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)