Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç шкултан пуçланать

28 февраля 2007 г.

Республика Президенчĕн “Çĕнĕ шкул” программи 10 çул тултарчĕ. Ял ачисемпе ĕçленĕрен, унпа килĕшÿллĕн пирĕн пата ертÿçĕ енчен уйăрнă тимлĕхсене палăртмасăр хăварасшăн мар. Эпир паян халăх умĕнче отчет тума та, çĕнĕлле ĕçлекен учительсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма та, вĕренекенсем ăс-хакăлпа пултарулăх конкурсĕсенче вăй виçнĕ пĕтĕмлетÿсене тума та пултаратпăр.

Квалификациллĕ педагогсем кашни ачана интересĕпе пултарулăхне кура профиллĕ вĕрентÿ пама тăрăшни ялпа хула хушшинчи шкулсен пĕрпеклĕхне танлаштарчĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ. 2005 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренекенсем пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкула çÿреççĕ. Маларах – вăтам пĕлÿ илекенниехчĕ. Вĕренÿ çурчĕ 100 çул тултарнине паллă турăмăр. Шкула ялти тата Тутар Тимешпе Кĕçĕн Шăнкăртамри ачасем пĕлÿ пухма çÿреççĕ. 9 класс комплектра 100 ытла ача вĕренет. 2006-2007 çулта пĕрремĕш класа вунпĕрĕн килчĕç.

Пĕтĕмĕшле ĕçе шкул канашĕ йĕркелесе пырать. Унта, паллах, шкул директорĕ те кĕрет. Канаша конференцинче суйланă. Унта ашшĕ-амăшне, педагогсене, шкулта вĕренекене те кĕртнĕ. Вĕрентÿ процесне обществăри улшăнусемпе тĕллевлĕ çыхăнтарса пырас тĕлĕшпе иккĕмĕш класранах ют чĕлхе предметне кĕртрĕмĕр. 2004-2005 вĕрентÿ çулĕнчен информатикăна алла илеççĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисем, спорт секцийĕсен ĕçĕсем пĕлĕве анлăлатса сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ. Икĕ эрнере пĕр хутчен линейкăра вĕренĕве пĕтĕмлететпĕр, классемпе вăтам балл лартатпăр. Тунтикунсенче уроксем умĕн çĕнĕ хыпарсемпе паллаштаратпăр. Эрнекунсенче класс сехечĕсем иртеççĕ. Ирхи зарядка туни ачасен çĕкленÿлĕхне, кăмăл хастарлăхне ÿстеретех.

Шкулта 22 педагог ĕçлет, 20-шĕ – аслă пĕлÿллĕ. Пĕри аслă, 14-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. 16-30 çул вăй хураканнисем 63 процентпа танлашаççĕ. Учительсен ăсталăхне тишкерес тĕлĕшпе уроксене итлетпĕр, мероприятисене çÿретпĕр, пĕтĕмлететпĕр, ачасемпе, вĕрентекенсемпе калаçусем йĕркелетпĕр, сĕнÿсем паратпăр, аттестациленме ыйтатпăр. Çамрăк специалистсем çамрăк учительсен шкулне, методика вĕренĕвĕн занятийĕсене çÿреççĕ.

Пĕлÿ парас ĕçре кĕнеке фончĕ те пĕлтерĕшлĕ. Ăна пуянлатса пырас тĕллевпе ачасен ашшĕ-амăшĕнчен вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче çĕршер тенкĕ пуçтаратпăр.

Шкула çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла туни кăмăллă.

2006 çултан ялти ача садне пирĕн пата куçарчĕç.

“Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртсе Раççейри 28 пин ытла шкулпа пĕрле пире те интернетпа çыхăнма майсем туса пачĕç. Енчен те Раççейĕпе пĕлÿ пухакан кашни 42 ачана пĕр компьютер тивет пулсан, пирĕн 22 ачана.

Вĕренÿри ÿсĕме мониторинг кăтартать. Ăна тĕп предметсемпе туса пыратпăр. Шкулта биологи, хими, географи, ытти эрнесем иртеççĕ. Уйрăмах физкультурăпа спортăн (ертÿçисем В.Глинкин, А.Логунов), ют чĕлхен (Л.Ильина), технологипе черченин (В.Плешков) тĕрлĕ енлĕ тата тухăçлă пулчĕç. Физикăпа, математикăпа, чăваш чĕлхипе, литературипе олимпиадăсене ăнăçлă йĕркеленине палăртмалла. “Зарница-2006” вăйăра районта пĕрремĕш, футболпа, сĕтел çи теннисĕпе, кире пуканĕ йăтассипе иккĕмĕш, баскетболпа виççĕмĕш вырăнсене йышăнни те чыслă. “Ылтăн кĕркунне”, “Кĕрхи бал”, ытти уявсем интереслĕ иртрĕç.

2005-2006 вĕренÿ çулне хатĕрленессипе районти конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Математика (Л.Пласкина), музыка (С.Сурков), методика кабинечĕсене (С.Перепелкин), географи площадкине (В.Торговцев) паянхи кун ыйтăвĕпе тивĕçтерсе йĕркеленĕшĕн лайăх енĕпе хакланăччĕ.

Вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарса пыма “Звезда” кооперативпа туслă çыхăнура пулни те пулăшать. Иртнĕ çул ачасем çĕр улмипе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр уйĕсенче ĕçлерĕç.

Тĕп тĕллевĕмĕр вĕрентÿ тата вĕренÿ пулнăран, ăна лайăхлатсах пыма тăрăшатпăр. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытассипе пухусемпе çеç çырлахмастпăр. Йывăртарах ачасем патне килĕсене çÿретпĕр, пĕрлехи мероприятисем йĕркелетпĕр.

Паянхи ÿсĕмсем лăпланса ларма ыйтмаççĕ пире, çĕнелсе пыракан саманара ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре мĕн лайăххине усă курма тăрăшатпăрах.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика