Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшри чĕре кăвайчĕ ялан çынсемшĕн ун

22 февраля 2007 г.

Кашни вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнчи пĕрремĕш тата вĕçĕнчи юлашки шăнкăрава халалласа ирттерекен шкулти уява утать Анат Туçари П.Кузнецова. Сăлтавĕ те пур. Пурнăçне тĕпренех шкулпа çыхăнтарнă вăл. Паянхи ачасем çине кăмăллăн, ăмсанса пăхать, канаш-сĕнÿ парать, телей сунать. Анчах хăйне çакнашкал шăпа пÿрмерĕ-çке.

Шăпах вуннăмĕн класран вĕренсе тухнă çул Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Усал хыпара çитĕннĕ каччăсемпе хĕрсем нимĕç чĕлхипе юлашки экзамена тытнă чухне илтрĕç. Чуна çÿçентерсе яракан сăмахсем çан-çурăм тăрăх сивĕ чуптарчĕç. Ĕмĕчĕсем çунатлăччĕ-çке пурин те. Кам ĕçлеме, кам вĕренме кайма шут тытнăччĕ. Мĕн тăвăн, килĕшмеллех.

Чунра юн вĕренĕ чухне никамăн та килте ларас килмест. Хĕрсен ушкăнне Сĕве хĕррине окоп чавма ячĕç. Патриотла туйăм пулни хавхаланупа ĕçлеме май пачĕ вĕсене. Лÿшкесе çăвакан çумăрĕ те, шăхăрса вĕрекен çил-тăманĕ те хăратмарĕ. Ураран атă, алăран алса тулĕ хывăнмарĕ. Унтан таврăннă хыççăн вăрçă хирне кайма шут тытрĕ Перасковья Гавриловна. Ун шухăшне ырлакан тус-тантăшĕсем тупăнчĕç. Анат Туçари Лидия Заплаткина, Вăтаелĕнчи Мария Виноградова (Ложкина), Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Вера Тихонова, Тикешри Нина Кириллова тата ыттисем те алла хĕç-пăшал тытма хирĕçлемерĕç. Канашри чукун çул вокзалĕнчен тавар турттаракан пуйăспа вĕсем Мускава çитрĕç. Тÿпе артиллерийĕн 59-мĕш дивизине вырнаçтарчĕç хĕрсене.

Çулĕсем иртнĕçемĕн аякка-аякка юлаççĕ аса илÿсем. Паянхи пурнăçра куç умне кăларса та тăратас килмест ветеранăн вут-çулăмлă кунсене, çĕрсене. Çĕнтерÿпе таврăннă хĕр Туçари шкулта ĕçе пуçăннă. Куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ. Анат Туçа каччипе çемье çавăрсан унти шкула куçнă. 45 çул ачасене биологи, хими предмечĕсене вĕрентнĕ Перасковья Гавриловна. 30 çул сăнав лаптăкĕпе ĕçленĕ.

Служба ĕçĕпе чылай ялта пулма тивет пире. Анат Туçа ĕлĕкренех ыттисенчен уйрăмрахчĕ. Çурт çумĕнчи пахчасенче мĕн тĕрлĕ улма йывăççи çитĕнтермеççĕ вĕсем. Груша, слива, дерн таранчченех пур. Çырла тĕмĕсем тĕрлине ĕрчетнĕ. Иçĕм çырли те çиеççĕ. Çакăнта биолог тÿпи пурах ĕнтĕ.

Тăххăрмĕш теçеткепе утăмлать П.Кузнецова. Вăл шкулта вĕрентнĕ ачасем те пенси çулне çывхарса пыраççĕ. Ватăлатпăр çав. Пĕчченех пурăнать халĕ Перасковья Гавриловна. Мăшăрĕпе пĕр ывăлĕ пурнăçран уйрăлни самай пăшăрхантарать ăна. Юрать ыттисем килсех çÿреççĕ. Раиса хĕрĕ пенсире. Ыттисем ĕçлеççĕ, мăнукĕ çитĕннĕ. Пурте вырăнлă çĕрте вăй хураççĕ. Эван ачи иккĕмĕш аслă шкулта вĕренет. Математик. Италине кайма хатĕрленет.

100 тенкĕ пуличчен 100 тус пултăр, тенĕ. Тусĕсем, юлташĕсем, тăванĕсем йышлă ветеранăн. Хăй вĕрентсе кăларнă кашни ача сывлăх сунмасăр иртмест ăна. Уяв саламĕсем яраççĕ. Тĕл пулусене чĕнеççĕ. Çырусен, открыткăсен, йыхравсен, саламсен пуххине тирпейлĕн упрать вăл. Вăхăт-вăхăт вĕсене йĕркипе салатать, аса илÿсен ытамне путать. Япăххи пĕри те çук-çке. Ĕçе хака хунă тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем те йышлах. Пурнан пурнăç пĕр йĕрсĕр юлмасть иккен. Çавă паха.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика