19 февраля 2007 г.
Районти шкулсенче Президентăн “Çĕнĕ шкул” программи ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитнине халалланă мероприятисем пулсах тăраççĕ. Президент грантне илме тивĕç пулнă шкулсемпе педагогсем хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене паллаштараççĕ. Призерсем шкулсенчи вĕрентекенсене хăйсем патĕнче йышăнса уçă уроксем ирттереççĕ, методика кăтартăвĕсемпе, тĕрлĕ тишкерÿпе, çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллаштараççĕ. “Вĕрентекен – вĕрентекене” методика проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать.
Çак кунсенче çакăн пек мероприяти Туçари вĕрентÿ центрĕнче те пулчĕ. Унта студентсемпе пĕрлех 10, 20, 30, 40, 50 çул каялла вĕренсе тухнисем, хальхи вун пĕрмĕшсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ, учитель-ветерансем йышлăн хутшăнчĕç, уçă алăксен кунне ирттерчĕç.
Общественность умĕнче çакăн пек мероприяти тăвасси унчченех йăлана кĕнĕ-ха. Кăçал ăна тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисен тĕл пулăвĕпе пĕрлештерчĕç.
Туçа шкулĕн хăйĕн выпускникĕсемпе чăннипех те мухтанмалăх пур. Вĕсем хушшинче икĕ Совет Союзĕн Геройĕ, 3 Социализмла Ĕç Геройĕ, 13 наука докторĕ, 30 наука кандидачĕ, 119 тĕрлĕ отрасльти тава тивĕçлĕ ĕçчен, 2 тĕнче класлă спорт, 4 спорт мастерĕ, 11 спорт мастерĕн кандидачĕ, 37 выпускник медаль тивĕçнĕ, çĕр-шывăн аслă шкулĕсенче 45 студент ăс пухать, 600 ытла выпускника медале, 378-шне орденпа наградăланă.
Тĕл пулăва ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм Министрĕ А.Николаев, район пуçлăхĕ Н.Глухов, республикăри вĕрентÿ коллекторĕн директорĕ, Пĕтĕм тĕнчери управлени академийĕн академикĕ В.Бельдеков хутшăнни уяв сĕмне пушшех те вăйлатрĕ.
Вечер программи анлă пулчĕ. Хăнасем умĕнче пĕтĕм шкул – дирекци, учительсем, вĕренекенсем отчет турĕç. Хăнасем малтанах Президент грантне тивĕç пулнă чăваш чĕлхипе литература учительници М.Табакова, вырăс чĕлхипе литература учительници А.Мулюкова хальхи технологипе усă курса ирттернĕ уçă уроксенче пулчĕç. Иккĕшĕн ĕçне те пысăк хак пачĕç. Ун хыççăн ачасен ал ĕçĕн выставкипе фото стендсемпе, альбомсемпе, ятарласа кăларнă “Туçа ен” хаçатпа паллашрĕç, краеведени-музейне кĕрсе курчĕç.
Савăнăçлă каç шăнкăравран пуçланчĕ. Вĕрентÿ центрĕн директорĕ П.Шашкин коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
– Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне эпир пысăк хавхаланупа пуçларăмăр, мĕншĕн тесен иртнĕ çул Раççей Президенчĕн Грантне – 1 миллион тенкĕ çĕнсе илтĕмĕр. Çакăн пек наградăнах – 100 пин тенкĕ чăваш чĕлхипе литература учительници М.Табакова та тивĕç пулчĕ. Çакă пире пурлăхпа техника базине çирĕплетме, кабинетсене пуянлатма, сĕтел-пукан, спорт хатĕрĕсем туянма май пачĕ. Халĕ 12 ачана пĕр компьютер тивет.
Шкула вĕрентÿ центрĕ туса хунăранпа кунта 7 ял ачи вĕренет. Ютран килекенсене 2 шкул автобусĕ турттарать.
Учительсем професси маçтăрлăхне ÿстерсех пыраççĕ. 8-шĕ аслă, вĕсенчен 2-шĕ ертÿçĕ, 16-шĕ I, 2-шĕ II категориллĕ. Предмет олимпиадисенче темиçе çул виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр. Спортра та ÿсĕмсем пур, – терĕ Петр Геннадьевич.
Унтан сцена çине 1947 çулхи выпускниксене чĕнчĕç. Вĕсем хыççăн – 1957 çулта вĕренсе тухнисене. Çапла пĕрин хыççăн тепри улшăнса пычĕç. Мĕн чухлĕ аса илÿ, хумхану! Чăнах та калаçмалли темĕн чухлех. Ара, шкул пурнăçĕ кашни ачан асĕнче яланлăхах юлать-çке. Хăйсене вĕрентнĕ учительсене тав туса мĕн чухлĕ ăшă сăмах каларĕç-ши тата?! Вĕсен ячĕпе, шкул çулĕсене аса илсе Р.Жеребцова, Н.Нурсов выпускниксем юрăсем те юрласа пачĕç.
Учительсен, вĕренекенсен художество пултарулăх коллективĕсем концертпа савăнтарчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен литература монтажĕ те килĕшрĕ.
Хăнасем ушкăнпа асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, “Хисеплĕ хăнасен кĕнекинче” хăйсен шухăш-кăмăлне палăртса çырса хăварчĕç. Тĕл-пулусене малашне те йĕркелеме сĕнчĕç. Юлашкинчен выпускниксем “Эх, епле эпир çамрăкчĕ” класс сехечĕсене, учитель-ветерансемпе вĕрентекенсем педсовета саланчĕç. Вĕсенче аса илÿ саманчĕсем малалла тăсăлчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)