Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм, савнă ял: Козловка

13 января 2007 г.

Ял 1928 çулта пуçланса кайнă. Вăл Çĕнĕ Ахпÿртрен уйрăлса тухнă. Яла малтан куçса ларнă А.Козлов ячĕпе панă. Пуçласа 21 çемье пулнă. Кайран 50-а çитнĕ. Халĕ вара 65 хуçалăх. Вĕсенче 156-ăн пурăнаççĕ. Уйрăм çынсем 4 лаша, 12 çăмăл, 5 груз турттаракан автомашина тытаççĕ. Козловка ялĕ пĕчĕк пулин те унăн чунĕ пысăк. Кунта туслă халăх пурăнать. Вĕсен хушшинче ĕçпе чапа тухнисем те йышлă. Ватти-вĕттине, çитĕннине, мăн çынна палламан çын çук ялта.

Ял чысне çĕклеççĕ

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, теççĕ. Ял пысăк мар пулсан та ятлă-сумлă çынсем пурах. Хăй вăхăтĕнче Н.Наташкин РСФСР тава тивĕçлĕ механизатор ятне тивĕçнĕччĕ. Е.Чернова суту-илÿ ĕçĕн отличникĕ пулнăччĕ. Ял урамĕсемпе чупса çÿресе ÿснĕ, сиплĕ сывлăша сывланă Л.Хитров çинчен те палăртмасăр иртме çук. Лев Алексеевич вăхăтĕнче суту-илÿ министрĕн çумĕнче те ĕçлерĕ. Шупашкарти “Антей” лавккана тутараканĕ. О.Чернов вара тĕп хулара хирург-травматологра, С.Чернова педиатрта вăй хураççĕ.

Ăс парать ватти

М.Наташкин ял аксакалĕ шутланать. Вăл 85 çул тултарнă. Михаил Тимофеевич вăрçă вучĕ витĕр те тухнă. Кайран сумлă вырăнсенче ĕçленĕ. Çавăнпа ун патне кирек кам та канаш ыйтма пырать. М.Наташкин вулама юратать, сăвăсем çырать.

Хĕрарăмсенчен Е.Артемьева тăххăрмĕш теçеткере утăмлать. Ывăлĕпе, кинĕпе пĕр çуртра пурăнать. Ăрăва малалла тăсакан мăнукĕсем те çемьеллĕ. Вĕсен те ачисем пур.

Çитĕнтерме çеç мар, упрама та пĕлет

Çĕрпе ĕçлеме халĕ пурте вĕренсе çитрĕмĕр. Хушма лаптăксем илсе сухан, севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтеретпĕр. Анчах вĕсене хĕл каçарасси пуриншĕн те ансат ыйту мар. В.Наташкин мĕн çитĕнтернине кĕркуннех ăсатма тăрăшмасть. Çуркунне тупăшне самаях курать. Пĕр гектар çĕр усă кÿретех ăна.

Ял ячĕ çухалнă

Ял пысăках мар. Икĕ вăрăмах мар урам тата хăрах кас кĕрет унта. Вĕсем асфальт çула урлă май вĕçе-вĕçĕн ларнăран çеç сарлакăшĕ аванах. Çавăнпа ыттисемпе хутăштарма та, пăтраштарма та майĕ çук. Анчах ял ятне çырнă щит çухалнă. Унчченрех пурччĕ вăл. “Дорисс” организаци çула çĕнетнĕ чухне илнĕччĕ ăна. Ыттисенне çырса вырăнне лартрĕç. Козловкăнне çук.

Курăкпах çитĕнет путек

Сурăх йышлă усраççĕ ялта. Уйрăмах çакă çуллахи вăхăтра сисĕнет. Икĕ ял хушшинчи çереме анать каçхине кĕтÿ. Уçă вырăнта ирĕккĕн çÿреççĕ выльăхсем. 150 пуçа та çитет. Е.Черновăсен, И.Чумеринсен çăва тухнă çĕре выльăх йышĕ вуншартан та иртет.

Сцена ăстисем ÿсеççĕ

Ташă-юрă, сăвă-такмак ăстисем чылай ялта. Вĕсенчен пĕри – В.Хитрова. Василиса Васильевна хăйĕн пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă. Чылай çул культура çурчĕн ертÿçинче ĕçленĕ. Алла музыка инструменчĕ тытса сахал мар çамрăка ташлаттарнă, концерт ларттарнă вăл. Паян унăн пултарулăхне çитĕнекен ăру хăнăхса пырать. Иринăпа Снежана Козловăсем кирек хăш уявра та ял халăхне хăйсен ăсталăхĕпе савăнтараççĕ. Вĕсем Кивĕ Ахпÿртри шкула çÿреççĕ. Иринăн Вова шăллĕ те маттур. Сăвăсем вулама ăста.

Телейлисене приз тивĕçрĕ

Ялта пурăнакан çуртсемсĕр пуçне пĕр учреждени те çук. Лавкка, клуб, медицина пункчĕ Пăлакассипе Козловка хушшине вырнаçнă. Суту-илÿ çурчĕ уçакан уйрăм çын та тупăнман. Çавăнпа халăх тавар туянма, хыпар пуçтарма райпо лавккине утать. Кунта вĕсене хапăл тăваççĕ. Çĕнĕ çул умĕн, акă, лотерея вылявĕ ирттерчĕç. Билечĕсене чылайăн туяннă. Приза тивĕçнисем савăнчĕçех. Вылява пĕрремĕш çул çеç ирттермеççĕ. Ăна малашне те йĕркелеме сĕнчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика