16 декабря 2006 г.
«Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, хастар учительсене малалла та талпăнса ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе Раççейри вунă пин учителе (çав шутра Чăваш Енри 112 вĕрентекене) 100-шер пин тенкĕ преми парса хавхалантарчĕç.
Вĕрентекенсен рейтингне хатĕрленĕ чухне чи малтанах педагог, унăн вĕренекенĕсем юлашки виçĕ çулта тунă çитĕнÿсене, ачасем класс тулашĕнчи ĕçсене еплерех хутшăннине, учитель класс ертÿçин тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине, хăйсен ĕç опытне сарас енĕпе еплерех ĕçленине, çĕнĕ технологисемпе усă курнине, тĕрлĕ шайри професси конкурсĕсене хутшăннине, ăсталăхне ÿстерсе пынине тата ытти те шута илнĕ. Премие тивĕçнисен хушшинче Туçари вĕрентÿ центрĕнчи чăваш чĕлхипе литература учительници Мария Зиновьевна Табакова та пур. Çак кунсенче пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса калаçнă.
–Мария Зиновьевна, чи малтанах Сире сумлă премие тивĕç пулнă ятпа саламлатпăр. Малашнехи ĕçре, ăнăçу, пуçару, сывлăх, телей сунатпăр. Вулакансене хăвăр ĕçĕрпе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши;
–Наци проекчĕ вĕрентÿ тытăмне çĕнĕлĕхсем нумай илсе килчĕ. Эпир вĕсене пĕлетпĕр те, куратпăр та. Кирек мĕнле проект та хăй тĕллĕн ĕçлемест. Ăна пурнăçа кĕртекенсем – çынсем, ертÿçĕсем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата ытти те. Вĕсен пурин те алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле. Вара усси те курăнĕ, кăтартăвĕсем те пулĕç. Шкулта ачасене тăван çĕр-шыва, çĕре, атте-аннене, çывăх çынсене юратасси, аслă ăрăва хисеплесси, чун-чĕре илемĕ, ырă кăмăл çинчен ас тутарсах тăратпăр, воспитани ĕçне те çавсем çине таянсах йĕркелетпĕр. Мероприятисене уроксемпе çыхăнтарма тăрăшатпăр. Вĕсем урокăн 2-мĕш пайĕ пек кĕрсе каяççĕ. Кунта Тăван ен культури, музыка, технологи урокĕсем питĕ меллĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем “Чăваш педагогикин никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ сапăрлăх урокĕсем” ятлă элективлă курс ертсе пыратпăр. Элективлă курссем, профиль-классем уçни, тĕрлĕ кружоксем ĕçлени – пурте ачасемшĕн, вĕсен пултарулăхне, тавра курăмне анлăлатма.
Тавра курăма ÿстерес ĕçре библиотека тÿпи те пысăк. Кăçал шкулта тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Вăл кĕнекесен управçи çеç мар, унта паянхи кун шайĕпе килĕшÿллĕн компьютер, принтер тата ытти те вырнаçнă. Тĕрлĕрен калаçусем, вулав конференцийĕсем, конкурс-викторинăсем ирттернĕ чухне библиотекăсăр май çук.
–2006 çул – Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ. Шкулта ку енĕпе мĕн-мĕн тăватăр;
–Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă “Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле” çырура Чăваш Енре 2006 çул “Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ” тесе палăртнă. Тĕп вырăнта – çыннăн ăс-хакăлпа этемлĕхне аталантарма условисем туса парасси, харпăр-хăй ăнланулăхне йĕркелесси, республикăра пурăнакан чăваш халăхĕн тата ытти халăх историйĕн культурине тата ĕçĕн чи лайăх йăли-йĕркине пурнăçласси тата ытти те. Çаксене тĕпе хуратпăр та ĕнтĕ хамăр ĕçре. Мĕн пĕлнипе кăна çырлахманни, тавра курăма ялан ÿстерме тăрăшни паянхи учительшĕн – чи кирли. Ял халăхĕпе тачă çыхăну тытса уявсене пĕрле йĕркелетпĕр. Сăмахран, çăварни, мăн кун уявĕсем... тĕрлĕ ăмăртусем... Атте-аннепе пĕрле Çăварни икерчи пĕçерни, Мăн кун çăмарти илемлетни. Пĕр ушкăнта юнашар тупăшни хăех сапăрлăх кÿрет, туслăх, хисеп, юрату çуратать. Ваттисене пулăшасси, палăк-монумент таврашне тирпейлесе тăрасси, экологи субботникĕсем ирттересси – куллен пулса пыракан ĕçсем.
–Кашни шкултах мĕн те пулин çĕнни, ыттисенчен уйрăмраххи пур. Эсир, акă, тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă выпускниксемпе çыхăнăва çухатмастăр.
–Çапла, халĕ пирĕн шкул ячĕ те улшăнчĕ – вĕрентÿ центрĕ. Çакă пушшех те тăрăшарах, пуçаруллăрах ĕçлеме хистет. Çĕнĕлле ĕçлемелле, çĕнĕлле пурăнмалла.
Юлашки çулсенче ачасен тумĕ те шухăшлаттарать. Чылай классем кăçал шкул форми заказ пачĕç. Шкулăн хăйĕн ялавĕ, значокĕ. Малашне те, кăçалхи пекех, сентябрĕн 1-мĕшĕнче çак значока пĕрремĕшсене çактарса ярĕç. Воспитани ĕçĕнче çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Шкултан вĕренсе тухнă ачасемпе тачă çыхăну тытатпăр. 10, 20, 30, 40, 50, 60 çул каяллахи выпускниксем “Вечер школьных друзей” каçа пуçтарăнаççĕ. Вĕсем, ура çине çирĕп тăнă çынсем, ачасене хăйсемпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ, кирлĕ сĕнÿсем, канашсем параççĕ. Студентсем хăйсен факультечĕсене вĕренме чĕнеççĕ.
Выпускниксем те парăмра юлмаççĕ. Кăçал пире Хусанта ĕçлесе пурăнакан ентешсем хăнана чĕнчĕç. Хулапа, паллă вырăнсемпе паллаштарнă хыççăн, сĕтел хушшинче ăш пиллĕ калаçу пулчĕ. Шкула музыка центрĕпе микрофонсем парнелерĕç. Черетре – Шупашкарсем.
Çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте шкул çине çеç шанмалла мар. Ялти культура шайĕнчен те нумай килет. Темиçе çул ĕнтĕ культура керменĕпе спортзал юхăнса лараç-çĕ, мероприятисем ирттерме май çук. Çамрăксем ирĕксĕрех ял варринче вырнаçнă бара пухăнса лараççĕ. Кунта пачах урăх ÿкерчĕк: ÿсĕрсем, киревсĕр калаçу, хирĕçÿ. Çакă ачасене начар витĕм кÿрет. Çавăнпа та культура вучахне чĕртмеллех.
–Мария Зиновьевна, калаçушăн пысăк тав. Эсир ĕмĕтленни çиттĕрччĕ.