13 ноября 2006 г.
Козловка-Пăлакасси культура çуртĕнче Василиса Васильевна Хитрова 65 çул тултарнă ятпа “Утатпăр çитмĕле” пултарулăх каçĕ ирттерессине пĕлсен халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Тăванĕ-пĕтенĕ, пĕрле выляса, кулса ÿснĕ юлташĕсем, кÿршисем çеç мар, таврари ялсенчи тус-тантăшĕсем те килчĕç. Ăна ку тăрăхра чăнах та, палламан çын та çук-тăр.
Пултарулăх каçне культура ĕçченĕсем Иринăпа Елена Козловăсем уçрĕç. Кивĕ Ахпÿртри библиотека заведующийĕ А.Капитонова Василиса Васильевнăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Василиса (ялта ăна Липа тесе чĕнеççĕ) Козловка ялĕнче 1941 çулхи кĕркунне çуралнă. Ашшĕ Аслă Аттелĕх вăрçине кайнă чухне вăл пĕр уйăхра çеç пулнă. Йышлă çемьере (вĕсем пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă) çурма тăлăх ÿснĕ йывăр ачалăха вăл питех аса илме юратмасть. Ыттисем пекех çиччĕре пуçламăш класа кайнă, 1958 çулта Çĕнĕ Ахпÿртри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн пĕр хушă тăван колхозра вăй хунă. 1960 çулта Барнаул хулинчи пир-авăр комбинатĕнчи çип арлакан цехра ĕçленĕ, тулнă йĕкесене пушшисемпе ылмаштараканĕ пулнă. Вăр-варлăхне, маттурлăхне кура ăна мастер бригадира лартнă. Уявсенче хĕре тав çырăвĕсемпе, парнесемпе чысланă.
Хулара темле лайăх пулсан та хĕр тăван ялшăн питĕ тунсăхланă. Çулла пулсан чăтайман, киле таврăннă. Юрă-кĕвĕшĕн çунаканскер, çамрăксене хăй тавра пуçтарса концерта хатĕрленнĕ, ялтан-яла çÿренĕ, спектакльсем те лартнă.
Пĕр çулталăк сисĕнмесĕр иртнĕ. Тантăшĕсем Шупашкара кайма шухăш тытсан хĕр вĕсенчен юлман. Улттăмĕш номерлĕ строительство управленине ĕçе вырнаçнă вĕсем. Общежитинче пурăнма тытăннă. Вăхăт хаваслă иртнĕ. Яш-кĕрĕмпе пĕрле Липа кунта хора та çÿренĕ, паллă композиторсемпе паллашнă. Ку вăхăтсене халĕ те ăшшăн аса илет.
Пĕр çĕрте тĕпленме хăнăхманскере, лара-тăра пĕлменскере каллех тăван ял илĕртет, хăй патне йыхăрать. Анлă уй-хиршĕн тунсăхлать. Чăтаймасть – таврăнать. Бригадăри хĕрарăмсем, хĕрсем Липăна савăнсах кĕтсе илеççĕ. Ĕçре шÿтлесе хавхалантаракан та кирлĕ-çке.
1965 çулхи кĕркунне В.Хитровăна ялти вулав çурчĕн заведующине лартаççĕ. 5 çултан, Кивĕ Ахпÿртре çĕнĕ клуб туса лартсан, ăна заведующи пулма сĕнеççĕ. Çав çулах клубран Культура çурчĕ туса хураççĕ те Василиса Васильевна директор пулса тăрать. 1997 çулчченех, тивĕçлĕ канăва тухичченех, ĕçлет вăл кунта. Культурăри ĕç стажĕ 32 çул. Кивĕ Ахпÿртре Елизавета Салминăпа юнашар 24 çул вăй хунă вăл. Пĕрле ирттернĕ мероприятисен шучĕ те çук: смотр-отчетсем, спорт ăмăртăвĕсем, тĕрлĕрен конкурссем, турнирсем, агитбригада концерчĕсем, диспутсем тата ытти те. Мероприятисен сценарийĕсене йăлтах районти культура пайне çитермелле. Унсăрăн ĕç курăнмасть.
Ĕçри хастарлăхшăн тивĕçнĕ наградăсене шутласа та пĕтереймĕн: Хисеп грамотисем, тав хучĕсем, значоксем. Съезд делагачĕ, ял совет депутачĕ те пулнă тата ытти те. “Гвардеец” колхоз делегацийĕпе Венгри çĕр-шывне те çитсе курнă вăл.
Кивĕ Ахпÿртри Культура çурчĕ вуншар çул “Чи лайăх Культура çурчĕ” ята тивĕçнĕ.
Çапла ĕçлесе, утса-чупса 65 çула çитнĕ. Анчах ăна никам та çак çула памасть. Çав-çавах çамрăк тăрать вăл, вашават, правур, утма тытăнсан ури çĕре тивмест, чупма пуçласан çамрăксенчен ирттерет. Анлă-тавра курăмлă, нумай вулать, кроссвордсем тупма, тума юратать, шÿт ăсти, сăвă-такмак çырать, хăех юрлать, сцена çинчен пĕрре те каймасть. Пĕр концерт та унсăр иртмест.
Пултарулăх каçĕнче Василиса Васильевнăна ырласа нумай ăшă сăмахсем каларĕç, çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Хăй те юрларĕ, сăвăсем вуларĕ, шÿтлерĕ те. Пĕрле ÿснĕ тантăшĕсенчен Л.Бурмисова, И.Хитров, А.Хитров, пĕрле концертсенче юрланă А.Урукова, З.Хитрова, А.Долгов, И.Хитров, Иринăпа Елена Козловăсем тата ыттисем те тухса калаçрĕç, асра юлнă самантсене аса илчĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен фольклор ушкăнĕ юрăсем юрларĕ, шкул ачисем В.Хитрован такмакĕсене шăрантарчĕç. Пултарулăх каçĕ пурне те килĕшрĕ.