Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахăм пĕрремĕш учитель çинчен

04 октября 2006 г.

Анат Туçа ялĕнче 1905 çулта уçăлнă шкулăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ тата заведующийĕ В.Кузнецов 1885 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Вăл - çак ял çынниех, вăтам хресчен ывăлĕ. "Манăн атте-анне çĕр ĕçлесе пурăннă, экономика лару-тăрăвĕпе вăтам хресченсен шутне кĕнĕ. Çавăнпа та Октябрьти социализмла революци хыççăн пирĕн çемье тĕлĕшпе нимĕнле репрессиллĕ мерăсем те пулман (сасăлав прависĕр хăварни, ятарлă налук хуни тата ытти те)" , - çырнă Василий Александрович автобио-графийĕнче.

1895-99 çулсенче вăл Туçари пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Унтан питĕ лайăх вĕренсе тухнă пулин те тỹрех малалла ăс пухма май килмен: çемьере ĕçлекен кирлĕ пулнă. 1901 çулта çеç 16-ри Васили ашшĕне ỹкĕте кĕртсе Пăвари хула училищине вĕренме кайса кĕнĕ. Асăннă вĕренỹ заведенине вăл 1905 çулта ăнăçлă вĕçлет. Çакна каярахпа Анат Туçа ялĕнчи шкулта ĕçленĕ Н.И. Долгов çирĕплетни пур: "В.А.Кузнецов чăнах та манпа пĕр курсра вĕреннĕ, училищĕрен эпир пĕрле, 1905 çулта июнĕн 6-мĕшĕнче вĕренсе тухнă. Ăна, Мухтав листи парса чысларĕç".

Училище хыççăн Василий Александровича тăван ялти тин çеç уçăлнă шкула ĕçлеме яраççĕ. 1906 çулхи кĕркунне Хусанти учительсен семинарийĕнче экстерн йĕркипе экзаменсем парать.

Анат Туçара В.Кузнецов 1911 çулччен вĕрентет, вара ăна Кишек ялĕнчи (хальхи Шăмăршă районĕ) пуçламăш шкула куçараççĕ. Анчах та тăван ял хăй патнех туртать. 1920 çулхине вăл çутĕç комиссариатне хăйне Анат Туçари пуçламăш шкула куçарма ыйтса çырать. Кĕçех унăн ыйтăвне тивĕçтерекен хурав килет.

 Тăван ялта Василий Александрович 1920 çултан пуçласа 1931 çулччен вăй хурать. Ашшĕн çулне суйласа илнĕ Валентина хĕрĕ акă еплерех аса илет: "Пур ĕçе те ăста çынччĕ вăл: платник те, столяр та, тимĕрçĕ те. Питĕ лайăх музыкçăччĕ, шкулта юрă урокĕсене сĕрме купăс каласа ирттеретчĕ. Нумай вулатчĕ. Ял çыннисем ун патне час-часах канаш ыйтма çỹретчĕç. Атте çынсене ырă сăмахсемсĕр кăларса янине пачах та астумастăп".

В.Кузнецов учитель ĕçĕпе çеç лăпланса ларман, вăл ялти коллективизаци активисчĕ те пулнă. Çавăнпа 1931 çулхи март уйăхĕнче Анат Туçара йĕркеленнĕ "Çăлтăр" колхоз председательне те шăпах ăна суйлаççĕ. Анчах кунта нумаях ĕçлеймест, çав çулах ăна Патăрьелĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулне куçараççĕ.

Василий Александрович биографийĕнчи тепĕр синкерлĕ кун. 1937 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче районти чи пултаруллă пилĕк учителе арестлесе пилĕк çуллăха хупса хураççĕ. Вĕсен хушшинче В.Кузнецов та пур. Арестленин сăлтавне Василий Александрович акă епле ăнлантарнă: "Эсерсен партийĕпе çыхăнура пулма пултарнă тесе айăпларĕç". 1990 çулсенче Валя хĕрĕ ыйтса çырнине тивĕçлĕ органсем çапла хуравланă: "Хăй вăхăтĕнче кивĕ пурнăç йăлисене халăх хушшинче сарнăшăн". Çавăн пекех Валентина Васильевна ашшĕне арестленин сăлтавĕ кĕнекесенче те пулма пултарнă тесе шутлать: "Аттен библиотекинче вĕсем йышлăччĕ: классика, политика литератури,.. Зиновьев, Каменев кĕнекисем те пурччĕ. Тен, çавсемшĕнех хупрĕç пулĕ аттене".

Приговорта палăртнă пилĕк çул чăннипе вара Василий Александровичшăн тăхăр çулчченех тăсăлать, ун чухнехи ахăр самана унăн кун-çулĕнче хаярлăхпа палăрса юлать...

"1943 çул. Вăрçă, выçлăх, юхăннă хуçалăх ..., - аса илет Валентина Васильевна. - Аттен тĕрмере ларас срокĕ тахçанах тухнă ĕнтĕ, анчах вăл çук та çук. Пĕррехинче, июнь пуçламăшĕнче, унпа пĕрле тĕрмере пулнă Чаткас çынни (Шăмăршă районĕ) таврăннине пĕлтĕмĕр. Патăрьелĕнчен вăл яла çитме 20 çухрăм, каç та пулса килет. Тепĕр кун шкулта экзамен, манăн (эпĕ завуч пулса ĕçлеттĕм) пакет уçмалла. Пур пĕрех шăллăмпа иксĕмĕр унта тухса кайма шутларăмăр. Атте пирки хыпар пĕлес килет-çке-ха. Хамăра кирлĕ çынна сĕм çĕрле шыраса тупрăмăр. Анчах вăл пĕлтерни пире пĕрре те савăнăç кỹмерĕ: "Срок вĕçленнисене ушкăншарăн тĕрмерен кăларма пикенчĕç. Василий Александрович пирĕн хыççăнхи ушкăнраччĕ. Эпир тухса ĕлкĕртĕмĕр - тĕрме алăкне шăлтăр-шалтăр питĕрсе илчĕç. Шалта юлнисене Верховнăй Ставка приказне пĕлтерчĕç: вăрçă вĕçленмесĕр никама та кăларма юрамасть". Атте умĕнче каллех ирĕклĕх хапхи хупăнса ларать".

Ирĕке В.А.Кузнецов 1946 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче çеç тухать. Сентябрьте ăна Патăрьелĕнчи, октябрьте Тутар Тимешĕнчи çичĕ класлă шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме яраççĕ. Кунта Василий Александрович икĕ çула яхăн çеç ĕçлеет. 1948 çулхи август уйăхĕнче сывлăхĕ хавшанипе хăйне ĕçрен хăтарма ыйтать.

1951 çулхине, кăштах вăй илсен, вăл каллех педагогика ĕçне пикенет. Ăна Анат Туçари çичĕ класлă шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме чĕнсе илеççĕ. Анчах ачасене валли унăн сывлăхĕ те, вăйĕ те юлман ĕнтĕ. Сталин лагерĕсем веçех "ĕмсе илнĕ". 1952 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче В.А.Кузнецов, 38 çул вĕрентỹ ĕçĕнче вăй хунă тата 9 çул тĕрмере нушаланнă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухать. Çав çулах вĕсем çемйипех Патăрьелне куçаççĕ.

Василий Александрович Кузнецов хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе çеç мар, ачисемпе те чăннипех мухтанма пултарнă. Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çи-тĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе, пурте аслă пĕлỹ илнĕ, вĕсенчен Людмила - физикăпа математика наукисен кандидачĕ, Александр- геологи наукисен кандидачĕ. Аслисем, Николайпа Михаил, Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман. Вăл пĕлỹ панă ачасенчен мĕнле кăна профессилли çук-ши тата...

В.Кузнецов 1955 çулта çĕре кĕнĕ. Пурнăçра вăл яланах пĕрремĕш пулнă: çемьере - асли, шкулта - учитель, заведующи, ялта - колхоз председателĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика