21 октября 2022 г.
Пĕрлĕх çĕнтерме вăй патăр текен шухăш халĕ кашни çынра тăрать. Ватти-вĕтти кирек хăш акцие те хутшăнма хатĕр. Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем маларах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне çырусем çырнăччĕ. Шкул директорĕ Петр Шашкин палăртнă тăрăх вĕсене хамăр тăрăхри çынсемех илсе вуланине, хурав панине çирĕплетет. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре те хастар хутшăннă. Халĕ, акă, мобилизаципе каякансем валли салтак тутăрĕсем тĕрлесе хатĕрлерĕç. Ылтăн тĕслĕ çипсемпе ăсталанăскерсем вĕсене чун ăшши, хỹтлĕх кỹрессе шанаççĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)