Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли ылтăн пулнăран "чун" кĕртет йывăçа, пăра

11 октября 2022 г.

 - Ывăл ачапа йывăр çын чухне тĕлĕк курнăччĕ. Мана анне, вăл вилнĕччĕ, пуртă пачĕ. Çакă вăл пуртă-пăчкăпа ĕçлекен пуласса пĕлтерчĕ пуль, - тенĕччĕ пĕринче Туçара пурăнакан Александра Исаева ывăлĕ пирки сăмах пуçарсан. Алексей алли чăннипех те ылтăн. Йывăçа та, пăра та ним те мар "чун" кĕртет. Пуртă-пăчăкăпа вылянă пек ĕçлесе ахаль пуленккеренех чĕрĕп, кайăк, кушак тата ытти чĕрчуна, юмахсенчи сăнарсене, улăпсене калăплать. Унăн ăсталăхĕнчен тĕлĕнмелли кăна тăрса юлать.

- Ача чухнех манăн питĕ ỹкерес килетчĕ. Чун хăй ыйтатчĕ алла хутпа кăранташ, сăрăсем тытма. Туçари вăтам шкултан 9 класран вĕренсе тухсан Шупашкарти художество училищине заявлени патăм. Конкурс пысăк пулнăран ĕмĕтĕм тулмарĕ. Кунта ăс пухас текенсем пĕчĕкренех ятарлă шкулсенче, хушма вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илнĕ иккен. Шухăша улăштарас килмерĕ. Анне Тикеш хĕрĕ пулнă, вĕсен ялĕнче шăпах ỹнер училищин выпускникĕ Веня Кириллов пур. Эпĕ ун патне çỹресе чылай вăрттăнлăха алла илтĕм. Аттестат илнĕ хыççăн вара тепĕр хут телее тĕрĕслерĕм. Хальхинче ăнăçу ман енче пулчĕ - эпĕ студент пулса тăтăм, - терĕ 1978 çулта кун çути курнă Алексей хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май. Туçа каччин пултарулăхне пĕрремĕш кураторĕ те вĕренме пикенсенех асăрханă, вăл унăн пуласлăхĕ пысăккине, хăйсем тĕллĕн ăсталăхне туптанисем ытларах аталаннине палăртнă. Преподаватель сăмахĕсем чăна килнĕ. Алексей ĕçĕсемпе республикăра та, хальхи вăхăтра хăй пурăнакан Пермь облаçĕнчи Кунгур хулинче туллин паллашма май пур. Ылтăн алăллă чăваша ют тăрăхра та питĕ хисеплеççĕ.

- Йывăçран кỹлепесем тăвассипе вăй хуратăп тесе нихăçан та шухăшламан. Атăл тепĕр енче этнопарк пур, шăпах çавăнта пĕрремĕш хут пуртăпа эрешлĕ юпа касса кăлартăм. Ĕçлеме кăмăла кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен паллакан пĕлĕш Кунгура кỹлепе тума чĕнсе илчĕ. Вăхăтлăха тесе кайрăм та çавăнтах тăрса юлтăм. Тĕрлĕ конкурса, фестивале хутшăнма пуçларăм. Мана ĕçсене кура чĕнме пуçларĕç. Кунгур пăр хăвăлĕ патĕнче "Ермак ялĕ" тата "Юмах аллейи" парксем пур, унти кỹлепесене эпĕ касса кăларнă. Хулари интернат валли те Винни Пух, Пятачок тата ашак туса панăччĕ. Пур сăнара та тĕрлĕ калăпăшлă моторлă пăчăкăпа усă курса пурнăçлатăп, вĕсем манăн 8-9-тан кая мар, - терĕ сăмаха малалла тăсса Алексей Николаевич.

Алексей Кунгур хули çывăхĕнчи пĕр ялта тĕпленнĕ. Ун патне кĕнĕ чухнех, урамранах, хăнасене йывăçран касса кăларнă "Кĕлпук мучи" ăшшăн кĕтсе илет. Кушаккисем те хỹме çинче вырăн тупнă. Хỹшĕ умĕнче ларакан "АнЯр" ятлă анчăкĕ те килен-каяна хапăл. Ăна та вăл хăйех ăсталанă.

 - Юлташсем çурт-йĕре сыхлама йытă кирли пирки пĕрре мар каларĕç. Эпĕ ялан килте тăмастăп, чĕрчуна вара никамсăр пăрахса хăвараймастăн, выçă тăратаймастăн. Пĕлĕшсене те кỹрентерес килмерĕ, çавăнпа йытă йывăçран касса кăлартăм. Юхма Мишшипе çыхăну тытатăп, вăл сĕннипе АнЯр ят патăм, хỹшши çине çырсах хутăм, - терĕ кăмăллăн çеç ентеш. Сăмах май, вăл хăй пурăнакан çĕрте чăваш халăх юмахĕсенчи тата Юхма Мишши çыравçăн хайлавĕсенчи сăнарсемпе парк тума пикеннĕ. Ячĕ те унăн чăвашлах - "Юмах". (Эпир вара, чăваш çĕрĕнче пурăнакансем, ача сачĕсен, лавккасен ячĕсене вырăсла паратпăр. Хамăр чăваш пулнишĕн вăтанатпăр-ши?) Алексей çак кану вырăнĕ урлă ыттисене чăваш халăхĕпе, унăн кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевлĕ. Вăл калăплакан ытти сăнарсенче те чăвашлăх палли пур. Акă, Пермь облаçĕнчи Лобаново поселокĕнче касса кăларнă Александр Невский Патăрьел гербĕнчи паттăра аса илтерет. Шупашкарти "Ясна" этнокомплексри Улăп вара Çеçпĕл Мишши евĕрлĕрех. Вăл чăвашлăхшăн çунни, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшни кашни сăмахĕнче тенĕ пекех сисĕнет.

- Чăвашсем хушшинче пурăннă вăхăтра тăван чĕлхе хакне туймастăн, инçетре вара лайăх сисĕнет. Чăвашла калаçнине илтсенех савăнса кайсах пуплеме пуçлатăн, вăл çынна тăван пек йышăнатăн. Вырăссем ман çине пăхса тĕлĕнеççĕ: "Эсир пурте çакăн пек тарават-и?" - тесе ыйтаççĕ. "Пурте", - тетĕп яланах. Мана тăван чĕлхене юратма, илемне туйма, унпа мухтанма класс ертỹçи, Туçари вăтам шкулта чылай çул чăваш чĕлхипе литературин учителĕнче вăй хунă Мария Зиновьевна Табакова вĕрентнĕ. Тавах ăна уншăн. Кунта та чăвашсемпе тачă çыхăну тытатăп. Эпир пĕр-пĕрин патне хăнана çỹретпĕр. Манрах инçех мар Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, направленипе Кунгур облаçне килсе малтан вăрманçăра, каярах аслăрах должноçра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Анатолий Романов пурăнать. Унпа яланах чăвашла калаçатпăр.

Манăн шухăшпа, кашни çыннăн хăйĕн халăхăн йăли-йĕркине, йăх-несĕлне, историне пĕлмелле. Чăваш этнографийĕпе ĕçлеме пуçăнсан çакна тата ытларах ăнлантăм. Эпĕ православи тĕнне хирĕçлеместĕп, анчах иртнисĕр малашлăх çуккине те манмалла мар, - тет Алексей.

Интернет уçлăхĕ паян такампа та паллаштарать. Туçа каччи иртнĕ çул чăвашлăхшăн тата унăн культурине упраса хăварассишĕн тăрăшакан Галина Григорьева - Айпикепе тата унăн юлташĕсемпе туслашнă. А. Исаев вĕсемпе пĕрле Тобольскине те çитсе килнĕ. Шăпах унта Чăваш сăрчĕ пур иккен. Чăваш паттăрĕ çакăнта тутар-монгол ханĕсене хирĕç çапăçнă, тет. Республикăран кайнă ушкăн юман хунавĕсене лартса хăварнă.

 Ăста алăллăскере республикăра та лайăх пĕлеççĕ. 2021 çулта Алексей Шупашкарти "Ясна" этнокомплексра Улăп касса хăварнă. Кăçал Айпике ыйтнипе Шупашкаркасси ялĕнче киремет йывăççи ларнă вырăнта палăк-юпа ăсталанă. Муркаш районĕнче пурăнакан Александр Таймаскин тутаракан этнопаркри кỹлепесен авторĕ те А. Исаевах.

 Художество училищинче интерьер-дизайнерĕн профессине илнĕ ентеш пăрпа та ĕçлет. 2001 çулта Георгий Пупин скульптор ăна хăйне пулăшма чĕннĕ. Çартан нумай пулмасть çеç таврăннă яш ку ăсталăха та алла хăвăрт илнĕ. Паян та вăл пăртан тĕрлĕ кỹлепе хаваспах тăвать.

- Ĕçе пуçламăшĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех пурнăçлама юрататăп. Пăра эпĕ шывран хамах касса кăларатăп, унтан проектпа килĕшỹллĕн кирлĕ сăнара е кỹ- лепене тăватăп. Пĕччен пурнăçлайман чухне пулăшакансене чĕнсе илетĕп. Пĕлтĕр Кунгурти пăр хăвăлĕн директорĕ шăнкăравласа пăртан чиркỹ макетне туса пама ыйтрĕ. Декабрьте ĕçе пурнăçларăм. Вăл паян та пăр хăвăлĕнчех ларать, кăштах ирĕлнĕ ĕнтĕ, - тет сăпайлăн çеç Алексей. Кунгурта пăртан кỹлепесем тăвассипе йĕркелекен фестивальсене те чăваш арĕ хастар хутшăнать.

А. Исаев хăй палăртнă тăрăх, пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама кăмăллать. Вăл мунчасем, беседкăсем те тăвать. Ача-пăча лапамĕсене юмахри сăнарсемпе илемлетет. Çавăн пекех аллине кăранташпа сăрăсем тытса картинăсем ỹкерме те вăхăт тупать. Чылайăшне юлташĕсене, çывăх çыннисене парнеленĕ, мастерскойĕнче те çителĕклех.

- Картинăсен куравне ирттерме сĕнекенсем те пур, анчах мана ку япала кирлĕ мар. Эпĕ вĕсене кама та пулин парнелесен куракансем ытларах та пулаççĕ тесе шухăшлатăп. Укçа чури те пулмалла мар. Пурнăçлакан ĕçе юратса тумалла, çавăн чухне хисеп те, çитĕнỹ те килет, - терĕ. Унтан кăшт шухăшласа тăнă хыççăн: "Эпĕ таçта та çитсе куртăм, анчах хамăр районти пек ĕçлĕхлĕ тата маттур халăх курмарăм", - тесе хушса хучĕ Алексей.

Патăрьел çĕрĕ пултаруллă та тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынсемпе пуян. Районта паяна Алексей Исаев пек йывăçа та, пăра касса кỹлепесем ăсталакан урăх çук. Вăл чапшăн та, сумшăн та çунмасть, анчах унăн ĕçĕсем халăх куçĕ умĕнче.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика