26 августа 2022 г.
ÇАНТАЛĂК типĕ те шăрăх тăнă вăхăтра вăрмана кĕме юраманни, типĕ курăксем патĕнче тимлĕхе çухатмалла марри, пирус тĕпĕсене унта та кунта пăрахма юраманни тата ытти пирки те массăллă информаци хатĕрĕсем асăрхаттарсах тăраççĕ. Шел пулин те, нумай чухне илтмĕше, курмăша перетпĕр. Инкек вара юнашарах çỹрет иккен.
Çак кунсенче Пăлакассинче пурăнакансем ял çывăхĕнче типĕ курăк çуннине пĕлсен аванах сехрисене хăпартнă. Çийĕнчех пушар хуралĕнче ĕçлекенсем патне хыпар çитернĕ, çулăма сỹнтерме тỹрех бригада килнĕ. Туçа ял тăрăхĕнчи пушар машини те вăхăтра пынă. Пĕрлехи вăйпа инкеке парăнтарнă.
Пỹртлĕ ялĕ çывăхĕнчи вăрман та чутах "хĕрлĕ автан" аллине лекмен. Пушара вăхăтра сиссе çулăма сарăлма паман. Çывăхра вут-çулăма асăрхасанах килти телефонпа 01, карас телефонĕпе 101 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)