15 июля 2022 г.
Пĕр-пĕрне пĕлес тесен пĕр пăт тăвар çимелле, теççĕ. Кивĕ Ахпỹртри Галинăпа Александр Арлановсем (ỹкерчĕкре) çур ĕмĕр пĕрле пурăнса çакăнтан чылай ытларах та çинех ĕнтĕ. Хĕрпе каччă чухнех туслă пулнă вĕсем. Иккĕшĕ те пĕр ялта ỹснĕ. Комсомол пухăвĕсене çỹренĕ. Хальхи пек дискотекăсем кĕрлемен клубсенче. Хут купăспа чăвашла ура хуçса ташланă. Тĕрлĕ вăйă йĕркеленĕ. Çавăнпа вăл вăхăтри çамрăксен асра юлмалли самант сахал мар пулнă.
Галина Алексеевна 10 класс вĕреннĕ хыççăн хулана каяс шухăша тытман. Ялти шкула библиотекарь пулса ĕçлеме вырнаçнă. Парта хушшинчен тухнă çамрăка çитĕнекен ăрупа ĕçлеме питĕ килĕшнĕ. Вулакансен конференцийĕсем сахал мар йĕркеленĕ вăл. Ачасен ỹсĕм çулĕсене кура тĕрлĕ кĕнекепе паллашма сĕннĕ. Вулавăша пыракансене пуçватмăшсем туптарнă. Ваттисен сăмахĕсене асра тытма ыйтнă. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсен ачасемпе экскурсисене кайнă. Çур ĕмĕр каялла 7 классемпе Сăкăт вăрманĕнчи Хырла юхан шывĕ патне çитнине çав вăхăтри ачасем халĕ те асра тытаççĕ. Унти çут çанталăк пурне те тыткăнланă.
Александр Николаевич вара колхозра ĕçленĕ. Аслисемпе пĕрле суха тунă, тырă акнă, пухса кĕртнĕ.
Çамрăксем туй кĕрлеттернĕ. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă. Мăшăрĕ çак хушăра ĕç вырăнне те улăштарнă. Вăл "Гвардеец" колхоза ĕçлеме куçнă. Пăру пăхма пикеннĕ.
- Ялта ỹссе çитĕннĕрен выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататтăм. Амăшĕнчен уйăрнă пăрусене пăхаттăмăр. Александра Салмина ĕçе хăнăхма пулăшрĕ. Саня аппа тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Елена Ермаковăпа ĕçлеме пикентĕмĕр. Манран çамрăкрахчĕ вăл. Мĕн пĕлнине ăна вĕрентме тиврĕ. Хамăн шăпана колхоз ĕçĕпе çыхăнтарнишĕн пĕртте кулянмастăп,- тет Галина Алексеевна.
Сысна пăхнă çĕрте те ĕçленĕ Г.Арланова. Оля Антипова тата Нина Арланова аппăшĕ-инкĕшĕпе килĕштерсе вăй хунă. Вĕсен ĕçĕпе Юрий Мышин заведующи кăмăллă пулнă.
Ачисен çумне те "куршанак" ир çыпăçтарнă ашшĕпе амăшĕ. Хăй фермăра ĕçленине пăхса тăман Галина Алексеевна, ывăлĕсем валли колхозра сухан, севок, выльăх кăшманĕн пайĕсене илсе панă. Халĕ ансат çитĕнтереççĕ çак культурăсене. Çум курăкран гербицид сапаççĕ. Авăрне татакан, тăприне силлекен барабанпа пуçтарса кĕртеççĕ севока. Ун чухне вара каç тĕттĕмĕ çапиччен çум курăка çумланă. Ывăç çине илсе севока алăпа татнă, сăвăрнă. Ваннăй çине ярса сăвăрнă.
Ывăлĕсем кỹршĕллĕ пайсенче ĕçлекен Евгения Белкова, Олимпиада Салмина, Раиса Плешкова тата ытти çемьесен ачисенчен тăрса юлма тăрăшман. Çĕрлехи сменăна сортировка та кайнă. Канаша севок тиемелли вагон лартсан канăçа пачах çухатма тивнĕ. Ăна палăртнă вăхăта тултармалла пулнă.
Паян çакăншăн пĕрин те кăмăлĕ пăсăк мар вĕсен. Ĕçлеме хăнăхни ачисене пурнăç çулĕсене уçма çеç пулăшнă. Володя ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Йĕрке хуралĕнче ĕçлесе хăй те пенсие тухнă. Николай строительство техникумĕнче вĕреннĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Çав хушăрах йĕрке хуралĕн системинче вăй хунă. Алексей вара строительство ĕçне кăмăлланă. Халĕ водительте ĕçлет.
Александр Николаевич тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçе утма ỹркенмерĕ. Чылай çул пахча çимĕç бригадине ертсе пычĕ. Ĕне фермин заведующийĕ те пулчĕ. Хăй вăл тăрăшуллă ĕçшĕн медале те тивĕçнĕ. Х, ХI пилĕкçуллăхсен ударникĕ пулнă. РСФСР ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне илнĕ тата ытти те.
Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ Арлановсем. Галина Алексеевна пĕр созывра район совечĕн депутачĕ те пулнă.
Иртеççĕ кунсем, шăваççĕ çулсем. Паян капмар çуртра пурăнаççĕ Арлановсем. Ачисем, мăнукĕсем килсех çỹреççĕ. Çу каçипе кил картинче чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ.
Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Арлановсемпе Гавриловсен (Галина Алексеевнан хĕр чухнехи хушамачĕ) ашшĕ- амăшĕ те ĕçчен пулнă, йышлă ача çуратса ỹстернĕ. Арлановсен ăрăва тăсаканĕсем те ашшĕ- амăш ятне çỹре ỹкермеççĕ. Ваттисен пиллĕхне вырăна хурса пурăнаççĕ. Паян вĕсем амăшне юбилейпе, ашшĕпе пĕр çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа саламлаççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)