17 мая 2022 г.
Хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ çак çыннăн синкерлĕ пурнăçĕ, ырă та пархатарлă ĕçĕсем пирки ку таранччен хăйсен çывăх тăванĕсем çеç пĕлнĕ темелле. Варсанофий Медведева шăпа тăван Анат Туçа ялĕнчен Пермь хулине илсе çитернĕ хыççăн вара çак тăрăхра ăна паллакансем, çывăх пĕлекенсем тата та сахалланнă. Хăй вилнĕ хыççăн унăн ячĕпе пичетленсе тухнă "Тертпе хĕн-хур витĕр" автобиографиллĕ повеçĕ - авторăн чĕре суранĕн "çимĕçĕ" тесе хаклас килет. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра çĕнĕ кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççей художникĕсен союзĕн членĕ, Чукотка халăх художникĕ Вениамин Медведев (авторăн аслă ывăлĕ), Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ, кĕнекене пичете хатĕрленĕ Николай Ларионов журналист, Туçари вăтам шкул директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Шашкин, краеведсен районти уйрăмĕн ертỹçи Дмитрий Коннов, Чăваш наци конгресĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн серетарĕ Нина Мазякова, авторăн çывăх тăванĕсем, вулавăш ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Кĕнекене пахалама пуçличчен вулавăш ĕçченĕ Наталия Ракова Варсанофий Медведевăн кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пурнăçра тертпе-асапа, нушапа-мăшкăла нумай чăтма тивнĕ унăн. Тăваттăра чухнех амăшĕ çĕре кĕнĕрен ама çури хỹттинче ỹснĕ. Ялти шкултан çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах вун улттăри çамрăк Мускава тухса кайнă, пĕр комбинатра мăрье тасатакан, грузчик пулса ĕçленĕ. 1938 çулта çирĕмри каччăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Вăл Днепропетровскри артиллери полкĕнче хĕсметре тăрать. Унтан Одесса çар округне артиллери полкне куçараççĕ. 1940 çулта вăл Бессарабипе Çурçĕр Буковинăна Совет Союзĕпе пĕрлештернĕ вăхăтра мирлĕ çар походне хутшăнать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан В. Медведев тăракан полка хĕвел анăç еннелле нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма куçараççĕ. Житомир таврашĕнче вĕсен дивизионĕ пысăк хăвăртлăхпа тапăнса пыракан фашистсен ункине лекет. Августра пехотинецсемпе наступление кайнă чухне Варсанофий пĕр патронсăр, кивĕ винтовкăпа çеç тăрса юлать, тыткăна лекет. Çакăнтан пуçланать те унăн тертпе хĕн-хур пурнăçĕ. Салтак тăватă çула яхăн нимĕçсен Польшăри, Германинчи, Австринчи, Югославинчи çар çыннисен лагерĕсенче чурара асапланать, тăшмансен мăшкăлне чăтать. Çапах Турă çырнă пурăнас кунĕ пулнă каччăн. Телее, 1945 çулхи апрельте вĕсем тепĕр юлташĕпе лагерьтен тарма май тупаççĕ. Тупăсем пĕр чарăнми перекен фронт линийĕ патнелле иккĕшĕ пĕр эрне утнă. Штабра тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн вăл çĕнĕрен совет салтакĕ пулса тăрать. Сержант ятне те параççĕ. Варсанофий вăрçă чарăнсан тепĕр çул ытла та çарта службăна малалла тăснă.
Яла таврăнсан В. Г. Медведев колхозра, шкулта платникре тăрăшать. Ял хĕрĕпе Елизавета Жеребцовăпа çемье çавăрать. Çапах хавхаланса пурăнма май килмен унăн. Çынсем пленра пулнă салтака урăхла куçпа пăхма пуçланине туйса Пермь хулине вербовкăпа тухса каять. Тивĕçлĕ канăва кайичченех ентеш унта тĕрлĕ ĕçре тăрăшать, Хисеп хăми çине кĕме те тивĕçет. Ачаранах сăрлама юратнăран, куçăмсăр майпа аслă шкултан ỹкерчĕкпе живопись факультетĕнчен вĕренсе тухнă, акварельпе чылай картина çырнă. Сăмах май каласан, çак пултарулăх унăн аслă ывăлне те куçнă. Вăл та ăста ỹкерчĕксем çырать, ку- равсем йĕркелет.
Варсанофий Григорьевич ватлăх çулĕсенче пĕтĕмпех творчество енне сулăннă. Чылай аса илỹ çырнă, вĕсене типтерлĕн пуçтарса альбом туса çĕленĕ. Алă туни хулăнăш 14 томлă аса илỹсемпе усă курса шăпах Вениамин Варсанофович тăрăшнипе лагерьти пурнăçне сăнласа паракан "Тертпе хĕн-хур витĕр" кĕнеке пиçсе тухнă та.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕ пултаруллă та талантлă поэт-писательпе пуян. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр. Варсанофий Медведевăн çĕнĕ кĕнекине пăлханмасăр вулаймастăн. Кунта автор вăрçă синкерлĕхне хăй куçĕпе курнине, салтаксен патриотла туйăмне, Тăван çĕршыва юратнине сăнласа парать. Вăл вулакансемшĕн питĕ кăсăклă пулмалла, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕнекене кун çути курма пулăшнă хастарсене тав сăмахĕ каланă май.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)