12 ноября 2021 г.
Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Анатолий Михайлович Кошкин отставкăри полици майорĕ пирки ĕçтешĕсем çеç мар, ял-йыш та, юлташ-пĕлĕшĕ те, кỹршĕ-арши те ăшă сăмахпа çеç хак параççĕ: ырă кăмăллă, сăпайлă, ĕçчен, пултаруллă... Ваттисем калашле, ыр утсан çул юлать теççĕ. Йĕрке хуралĕн çăмăл мар службинче чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшнă ĕç ветеранĕ те хăйĕн хыççăн ырă ят çеç хăварнă.
Пысăк çемьере çуралса ỹснĕ Анатолийĕн ури çине çамрăклах ĕне пуснă. Çавăнпа та Туçари вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнине пăхмасăрах алла аттестат илнĕ каччă тỹрех "Гвардеец" колхозри виççĕмĕш комплекслă бригадăна тракториста ĕçлеме кайнă. "Хурçă ут" рулĕ умне ларнăскер ун чухнех аслисен хисепне çĕнсе илнĕ. Кашни ĕçе тирпейлĕ тата тỹрĕ чунпа пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна шăпа кайран та çĕнĕрен колхоз бригадинех илсе килнĕ. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен (халĕ агроуниверситет) инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Аслă пĕлỹллĕ специалист каллех тăван ялта ĕç стажне малалла тăснă, икĕ çула яхăн механикра тăрăшнă.
1993 çулта вăл çĕнĕ ĕçе - ГАИ службине - куçнă. Ăна малтанах Шăмăршăри тĕрĕслев постĕнче инспектор должноçне шанса панă, каярахпа пост начальникне куçарнă. Çул-йĕр инспекторĕн мундирне тăхăннă хыççăн вăл йĕрке хуралĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшнă. 1997-2001 çулсенче районти шалти ĕçсен пайĕн штабĕнче, 2001-2017 çулсенче Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕн начальникĕнче тимленĕ. Ĕç ветеранĕ çăмăл мар службăра кăлтăксăр тата тỹрĕ чунпа ĕçленĕшĕн "За безупречную службу в органах внутренних дел" медалĕн виçĕ степеньне те илме тивĕçнĕ. "ГАИ отличникĕ" паллă, Раççейри ГАИн Тĕп управленийĕн Тав çырăвĕ тата ытти тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем вăл хăйĕн ĕçне чун-чĕререн пурнăçланине çирĕплетеççĕ.
Хальхи вăхăтра А. Кошкин Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт комплексĕн директорĕн çумĕ пулса ĕçлет. Вăл волейболла выляс енĕпе районти ветерансен командин хастар членĕ. Ытти спорт мероприятийсене те хаваспах хутшăнать.
Анатолий Михайловичпа Светлана Васильевна пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Алексей Анатольевич ашшĕ суйласа илнĕ çула малалла такăрлатать. Вăл та ун пекех малтан агроуниверситетра аслă пĕлỹ илнĕ, ун хыççăн юриста вĕреннĕ. Аслă вĕренỹ учрежденийĕсенчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă специалист паян Чăваш Республикинчи ГИБДД управленйĕн уйрăм батальонĕнче инспекторта тăрăшать.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)