25 июня 2021 г.
Ачасенчен ашшĕ- амăшĕн профессине суйласа илекен сахал мар. "Гвардеец" колхоза чылай çул ертсе пынă Михаил Герасимович Долговăн хĕрĕ - Нинелла Краснова - агронома вĕреннинчен тĕлĕнмелле мар пуль. Çывăх çынни çĕрпе çывăх пулни, ăна чун-чĕререн юратни унăн шăпине те витĕм кỹнĕ.
Нинелла Михайловна 1931 çулхи майăн 19-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăран ачалăхĕпе киленсе тăраниччен выляса та курман. Ашшĕ фронтра пулнă, амăшĕ колхозра уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Кĕçĕн йăмăкĕсене пăхма тивнĕрен аслă хĕрне вăл шкула та ярайман. Çĕнтерỹпе таврăннă Михаил Герасимович ачине пĕлỹ илтерес тĕллевпе тепĕр хут парта хушшине лартать. 20 çулта Нинелла Михайловна Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухать. Мал ĕмĕтлĕскер Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне çул тытать. 1956 çулта аллине диплом илет. Ун чухне студентсене направленипе ĕçлеме янă. Н. Красновăна Елчĕк районĕнчи Н. Крупская ячĕллĕ колхозра вăй хума пуçлать. Вăл вăхăтра Нинелла Михайловна ятсăр пỹрнине венчет çĕрри тăхăннă пулнă. Мăшăрĕ унăн - Алексей Семенович Краснов, Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕскер - Анат Туçари 7 класлă шкулта учительте вăй хунă.
Кăшт каярах Н. Краснова ашшĕ ертсе пыракан "Гвардеец" колхозра нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессишĕн яваплă агрономра тăрăшма пикенет. Хуçалăхăн тĕп агрономне Александр Ефимова Патăрьелĕнчи машинăпа трактор станцийĕн директорĕн "тилхепине" шанаççĕ, колхоз правленийĕ 1957 çулхи ноябрь вĕçĕнче Нинелла Михайловнăна ун вырăнне çирĕплетет.
1957 çулта хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 14,4 центнер пулнă пулсан тепĕр çул вăл 22,5 центнерпа танлашнă. Çĕр улмин 130 центнертан - 153, пахча çимĕçĕн 234ран - 293, силос валли куккурусăн 720 центнертан 845 центнера çитнĕ. Кăтартусенче, паллах, çамрăк агрономăн тăрăшулăхĕ, наука хушнă пек ĕçлени курăнать.
"Гвардеец" колхоз çумне 1959 çулта Калинин ячĕллĕ, Киров ячĕллĕ тата "Туслăх" хуçалăхсем хушăнаççĕ. Нинелла Михайловна тăпра пулăхлăхне лайăхлатса пысăкрах тухăç илес тесе хăйĕн умне тĕллев лартать.
Агрономипе зооветеринари служби колхоз председателĕ ирĕк панипе пысăк калăпăшлă тислĕк управĕсем тăвать. Фермăсенчен куллен илсе килекен навуса сийпе хурса пынă. Кашнине фосфор çăнăхĕ е фосфорлă ытти удобрени, çиелтен улăм хунă. Çапла кашни кунах. Вăхăт çитсен ăна хире илсе тухса сапаланă. Акнă-лартнă культурăсен тухăçĕ ỹссе те ỹссе пынă, пĕрлех фермăсем те выльăхпа тулнă.
Михаил Долгов пуринчен те çирĕп ыйтнă, хĕрне те уйăрса хăварман. Çитменлĕхсемшĕн унăн та сăмах пĕрре мар илтме тивнĕ. Пурте пĕр шухăшлăн, кар тăрса вăй хумасан çитĕнỹсем пулмаççĕ, çакна "Гвардеец" колхоза республикипе чапа кăларнă председатель питĕ лайăх пĕлнĕ.
Н. Краснова тĕп агроном пулса хуçалăхра 1972 çулччен тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Улатăрти "Ял хуçалăх химийĕ" пĕрлĕхре тĕп агрономăн çăмăл мар лавне туртнă. Ăна 1965 çулта "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята панă. 1966 çулта "Хисеп палли" ордена тата ытти сумлă наградăсене тивĕçнĕ.
Маттур та пултаруллă хĕрарăм икĕ ывăла кун çути парнеленĕ: Владислав Алексеевич - зоотехник, Вячеслав Алексеевич - авиаинженер. Алексей, Марина, Леонид мăнукĕсем те аслă пĕлỹллĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)