28 мая 2021 г.
Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакансем çĕрпе ĕçлеме кăмăлланăран Анат Туçари Г. Кошкин патне час-часах канаш ыйтма пыраççĕ. Хăш культурăна мĕнле апатлантармаллипе, тăпра пулăхлăхне пуянлатма мĕн сапмаллипе тата ыттипе те кăсăкланаççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе агрономра вăй хунă Георгий Аркадьевич кашнине тĕплĕн ăнлантарать, хăш-пĕр чухне пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать.
Г. Кошкин 1946 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Анат Туçари çичĕ çул вĕренмелли пĕлỹ çуртĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн малалла ăс пухас тĕллевпе Туçари вăтам шкула кайнă. 1964 çулта аллине аттестат илнĕ.
Мĕн ачаран хуçалăх ĕçне хутшăнса ỹснĕрен, çĕр туртăмне туйнăран Георгий Аркадьевич хăйĕн пурнăçне те ялпах çыхăнтарма тĕллев тытать. Çамрăк Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. 1965 çулта студента салтака кайма ят тухать. Çар тивĕçне вăл виçĕ çул пурнăçлать. Таврăнсан каллех парта хушшине ларать те малалла вĕренет. Пĕлỹсĕр малалла кайма çуккине вăл питĕ лайăх ăнланнă.
1970 çулта дипломлă яш 8 яла пĕрлештерсе тăракан "Гвардеец" колхоза ĕçе вырнаçать. Малтанах вăл ĕне-выльăх ферминче механикре, унтан пахча çимĕç бригадин бригадирĕнче тăрăшать. Вăй тапса тăракан, кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çамрăка 1977 çулта "Гвардеец" колхозăн профком председательне суйлаççĕ. Çакăнта икĕ çул вăй хунă хыççăн ăна хуçалăх председателĕн выльăх апачĕ хатĕрлессишĕн яваплă çумĕ пулма шанаççĕ. Пур çĕрте те Георгий Аркадьевич хăйне шаннă тивĕçе чун-чĕререн пурнăçланипе палăрса тăнă. Республикипе кĕрлесе тăнă "Гвардеец" колхозра агрономра 15 çул тимленĕ. Çĕр хуçи тăпра пулăхлăхне ỹстерессишĕн, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессишĕн, пĕчĕк лаптăкранах пысăк тухăç илессишĕн сахал мар тар тăкнă.
1996 çул вĕçĕнче, 1997 çул пуçламăшĕнче районти чи пысăк колхоз пилĕк пая пайланать. Георгий Аркадьевич Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕп агрономра тата хуçалăх ертỹçин çумĕнче ĕçлеме пикенет. Кунта та вăл çанă тавăрса 9 çул вăй хурать. Кооператив Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи лайăх аталанса пыракан хуçалăхсен ретне тăрать.
Тăрăшулăхне кура 1998 çулта Г. Кошкина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята панă. Çавăн пекех çемье архивĕнче Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин (2004 çул) тата Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин (1994) Хисеп грамотисем, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллă (1977,1980), район администрацийĕн, ял хуçалăх управленийĕн Хисеп грамотисем тата ытти сумлă хутсемпе паллăсем пур.
Георгий Аркадьевич пурнăç çулĕпе утма Анат Туçа хĕрнех суйласа илнĕ. Лидия Алексеевна Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăнах тăван ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме вырнаçнă. Анат Туçасем вăл яваплă, пысăк чун-чĕреллĕ пулнине, чирлĕ çынсене эмелпе те, çепĕç чĕлхипе те сипленине, усăллă канашсемпе те пулăшнине палăртаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ медицина ĕçченĕ тĕрлĕ шайри сумлă наградăсене тивĕçнĕ.
Хисеплĕ мăшăр виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Кашнине тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă. Алевтинăпа Татьяна амăшĕн профессине кăмăлланă. Иккĕшĕ те Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Асли фельдшер-акушерта, кĕçĕнни Шупашкарти Перинаталь центрĕнче тăрăшаççĕ. Сергей Тольятинчи механика техникумĕнче ăс пухнă, техник-механик пулса вăй хурать.
Хальхи вăхăтра Георгий Аркадьевичпа Лидия Алексеевна хĕрĕсемпе ывăлĕн, кĕрỹшĕсемпе кинĕн, 6 мăнукĕпе тăватă кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)