11 мая 2021 г.
Апрелĕн 29-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалласа пĕтĕм тĕнчипех "Çĕнтерỹ диктанчĕ" акци иртрĕ. Ăна çырма пĕр миллион та çич çĕр пин ытла çын кăмăл тунă: Раççейре пурăнакансем çеç мар, тĕрлĕ çĕршывра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă 25 ыйтăва эпĕ те Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра 45 минутра хуравларăм. Çакнашкал пулăм ачасемпе çамрăксене хамăрăн халăхăмăрăн, Тăван çĕршывăн историйĕпе кăсăкланма, чăн пулнă пулăмсене пĕлме пулăшасса шансах тăратăп.
В. САЛМИН, вăрçă ачи.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)