11 декабря 2020 г.
Туçари вăтам шкул тытăмне кĕрекен Анат Туçари пуçламăш шкул-сачĕн пĕрремĕш класс ачисен сас паллисемпе паллашас тапхăр вĕçленсе пырать. Халиччен вĕсем кĕнеке вуласа пама аслисене ыйтнă пулсан, малашне çакна хăйсемех тăвĕç.
Шкулта пĕрремĕш классене вулакансен йышне илчĕç. Ял библиотекарĕ Л. Платонова уява интереслĕ йĕркелерĕ. Вăл ачасене вулама, юмахри паттăрсене пĕлнине тĕрĕслерĕ. Сас паллисенчен тĕп геройсен ячĕсене пухтарса вулаттарчĕ. Тавçăрулăхшăн мухтарĕ.
Лидия Семеновна кашни ачана вулакансен йышне кĕнĕ ятпа саламласа "Вулавçă" тата "Кĕнекене упра, юрат" тупкăчне парнелерĕ. Çитĕнекен ăру уявра кĕнекесене мĕнле упрамалли, тирпейлĕ усă курмалли правилăсене аса илсе çирĕплетсе хăварчĕ.
Л. МАРКОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)